Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

161 литр техника спиртне туртса илтĕмĕр

Юлашки вăхăтра республикăра спиртлă шĕвексем сутакансене тĕрĕслессипе çы- хăннă ĕçсем пурнăçланаççĕ. Эпир те иртнĕ эрнере район центрĕнче çак тĕллевпе рейд ирттертĕмĕр. Çапла тума сăлтавĕ те пурччĕ - районта унта та кунта "фанфуриксем" сутни, çакна пула çывăх çыннисем наркăмăшланни пирки мăшăрĕсем, ачисем чылай пĕлтерчĕç. Рейд вăхăтĕнче район центрĕнче сутакансенчен 161 литр техника спиртне туртса илтĕмĕр, вĕсене экспертизăна ярса патăмăр. Пĕлетпĕр, спиртлă шĕвексене сутакансем районта татах пур, çавăнпа та тĕрĕслев ĕçĕсене малашне те пурнăçлăпăр.

Александр МИХОПАРКИН, районти полици уйрăмĕн начальникĕ.



"Пирěн пурнăç"
18 ноября 2016
09:44
Поделиться