Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пултаруллă яш - ыттисемшĕн тĕслĕх

Шанчăклă, тăрăшуллă тата ĕçлеме ỹркенмен çынсемсĕр нимĕнле хуçалăх та аталанаймасть. Ун пеккисене тупма, ялхуçалăхне илĕртме паян питĕ йывăр. Анчах вĕсем хушшинче те çамрăксем пур.

Акă Трапай ялĕнче пурăнакан Василий Валерьевич Сорокин çулсерен "Коминтерн" хуçалăхра тăрăшать. 18 çулхи яш Етĕрнери агротехникумра автомеханика вĕренет. Çитес çул алла диплом илме, унтан çĕркуннехи призывпа çар тивĕçне пурнăçлама хатĕрленет. Сывă-таса таврăнсан Ялхуçалăх академийĕнче аслă пĕлỹ илме ĕмĕтленет яш. Вăл Трапайри сĕт комплексĕнче практика кунĕсене ирттерет, фермăра тракторпа ĕç-лет, выльăх тăракан картасене тислĕкрен тасатать, ăна тỹрех уй-хире турттарать. "Укçа-тенкĕ куршакĕ", - тет çамрăк шанса панă техника пирки хăйĕн вĕрентекенĕн сăмахĕсемпе килĕшсе.

Тăван тăрăхра тымар ярас шухăшлă Василий Сорокин çулсерен хуçалăхра вăй хурать, комбайнер пулăшуçинче те, утă-улăм туранă çĕрте те ĕçлет. Машина-и, трактор-и - пĕрне те тиркемест, пур техникăна та юсавлă тытать, ертỹçĕсем хушнине тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Унăн амăшĕ те, Алина Владимировна, чылай çул хушши ĕнтĕ асăннă хуçалăхра дояркăра ĕçлет. Пултаруллă, ĕçлеме ỹркенмен çынсем тăван тăрăхра вăй хурсан хуçалăх та аталанать, ял та пĕтмест.

А.ВАСЮКОВА.



"Пирěн пурнăç"
16 ноября 2016
16:33
Поделиться