Сенаж ытлашшипех янтланă
Хĕл хырăмĕ пысăк теççĕ. Çакна шута илсе ял ĕçченĕ çу каçипех выльăх-чĕрлĕх валли апат çителĕклĕ янтлама тăрăшать. Уйрăмах ĕнесен сăвăмне лайăхлатма, выльăхсене ỹт хуштарма кирлĕ сĕтеклĕ выльăх апачĕ хатĕрлессине пысăк тимлĕх уйăрать. Кам мĕн чухлĕ апат хатĕрленине ялхуçалăх пайĕн кăтартăвĕсем аван кăтартса параççĕ.
Кăçал ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсем 3455 тонна (144,6 процент) утă, 8915 тонна (158 процент) сенаж, 3222 тонна (48,5 процент) силос хатĕрленĕ. Пĕтĕмĕшле выльăх апатне 105, 7 процент, пĕр условнăй выльăх пуçне 24,1 центнер, янтланă. Уйрăмах сенаж хатĕрлес плана "Нива" ЯХПК-ра тултарса ирттернĕ - 2130 тонна (304 процент). "Свобода" колхозра 1000 тонна (333,3 процент), "Коминтерн" ЯХПК-ра 5150 тонна (120,0 процент) хатĕрленĕ.
А.ЗАМУТКИНА.