Вилекенсем сахалрах
Иртнĕ кунсенче район больницинче тухтăрсен конференцийĕ иртнĕ.
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа вĕсем иртнĕ тапхăрта халăх йышĕ мĕн чухлĕ чакнине тишкернĕ. ЗАГС пайĕн кăтартăвĕсемпе сентябрь уйăхĕнче (сентябрĕн 29-мĕшĕ тĕлне) 29 çын вилнĕ, 2015 çулта ку тапхăрта 19 çын пурнăçĕ татăлнă пулнă.
Кăçалхи тăхăр уйăхра вара пĕтĕмпе 259 çын çут тĕнчерен уйрăлнă, 2015 çулта - 275 çын, танлаштарса пăхсан кăçал 16 çын сахалрах вилнĕ.
Район больницин тĕп врачĕ Иван Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче халăха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес пахалăха лайăхлатмалли тата ĕçе вăйлатмалли пирки каланă.
2016-2017 çулсенче ВИЧ-инфекци сарăлассипе кĕрешмелли мероприятисен планĕпе тата ВИЧ-инфекципе çыхăннă районти лару-тăрупа Елена Хораськина врач-инфекционист паллаштарнă. Шел пулин те, ВИЧ-инфекциллисен шучĕ çулран-çул ỹссе пырать. 2015 çулхипе танлаштарсан кăтарту 20,4 процент хăпарнă (100 пин çын пуçне 16,5). Урăхла каласан, республикăра 1995 çын ВИЧ-инфекциллĕ шутланать. Районта чирлекенсен кăтартăвĕ - 25,6, республикăри вăтам кăтартуран пысăкрах. ВИЧ-инфекци енĕпе республикăра тата районта лару-тăру япăхланса пынине шута илсе Александр Афанасьев врач-эпидемиолог халăхпа тухăçлăрах ĕçлемеллине, профилактика ĕçне вăйлатмаллине палăртнă.
А.ДМИТРИЕВА.