Учительсен хорĕ финала хутшăнĕ
Нумаях пулмасть Çĕмĕрлере Улатăр, Çĕмĕрле хулисенчи, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав тата Çĕмĕрле районĕсенчи педагогсем Раççейри Кино, Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкĕсене халалланă Республикăри учительсен пĕрлештернĕ хорĕсен виççĕмĕш конкурсĕнче тупăшнă.
Палăртмалла, "Чăваш Республикинчи Ĕç çыннин çулталăкне халалланă чăваш юрри" номинацире районти учительсен пĕрлештернĕ хорĕ çĕнтернĕ. Педагогсен хорĕ (ертỹçи В.И.Ярабаев) "Савăнăç юрри" ятлă юрра шăрантарса панă. Районсем хушшинче çĕнтернисем октябрĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарта иртекен конкурс финалне хутшăнĕç, вăл шутра районти учительсен хорĕ те.
"Пирěн пурнăç"