Электросирена янрĕ
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн - ЧР гражданла оборона ертỹçин кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчи 12 номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн октябрĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 3-мĕшĕччен республика территорийĕнче гражданла оборона уйăхлăхĕ ирттерме йышăннă. Ăна гражданла оборона тĕлĕшпе халăхăн пĕлĕвне ỹстерес, çитĕнекен ăрăва харпăр хăйне тата ыттисене чрезвычайлă лару-тăрусенче хỹтĕлеме тата пулăшма хăнăхтарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Уйăхлăхăн планĕпе килĕшỹллĕн пирĕн районта та тĕрлĕ мероприяти иртĕ.
Палăртса хăвармалла, Раççейри Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕ октябрĕн 4-мĕшĕнче, 10 сехетре тата 10 сехет те 30 минутра, пĕлтермелли тытăмăн электросиренисене тĕрĕслесси пирки пĕлтерет. Электросирена янăранă чухне халăха ĕç вырăнĕнчех юлса ĕçлеме ыйтатпăр.
В.ЖИГАНОВ, райадминистрацин ятарлă программăсен пай начальникĕ.