Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Вăрмана пĕччен ан кайăр!

Кăмпа тухнă тапхăрта халăх вăрмана йышлă çỹрет. Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин сводки республикăра кашни кун вăрмана кăмпана кайнă çын çухалнине çирĕплетет. Çухалнисем темиçе кунтан кăна тупăннă тĕслĕхсем те сахал мар. Иртнĕ çулта районта пурăнакансенчен вăрмана кайса 10 çын çухалнăччĕ, 2014 çулта - 15-ĕн.

Паянхи кун пирĕнтен чылайăшĕ вăрмана кăмпа татма каясси пирки калаçать. Çавăнпа та асăрхаттарас килет: вăрмана пĕччен ан кайăр, ытла шала та ан кĕрĕр, унта тĕттĕмленичченех ан тăрăр, хăш еннелле кайнине тăванăрсене каласа хăварăр, телефон, компас тата навигатор пĕрле илсен лайăх кăна пулмалла.

Василий БЕЛОВ, районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ.



"Пирěн пурнăç"
28 сентября 2016
15:02
Поделиться