Чупăва хастар хутшăнар
Сентябрĕн 25-мĕшĕнче Раççейре чупу кунĕ иртет. Çакна кура çĕршывра пурăнакансем яланхиллех "Наци кросне" старта тухĕç. Унта çулсерен Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕрлĕ ỹсĕмри çĕршер, пиншер çын хутшăнать.
"Наци кросне" тухакансем ỹсĕм çулне кура 50 метртан пуçласа 2000 метр таран чупĕç. Ертỹçĕсем те хăйсем хушшинче тупăшĕç. Чи пултаруллисем парнесĕр юлмĕç. Хисеплĕ район çыннисем, вырсарникун пурте районти Тĕп стадиона çитме васкăр. Ăмăртусем 11 сехет те 30 минутра пуçланаççĕ. Пурте - старта!
"Пирěн пурнăç"