Эпир те Крымра пултăмăр
Севастопольти Балаклава умĕнчи лапамра нумаях пулмасть пĕрремĕш хут Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Крымри Акатуйĕ иртрĕ. Çак тĕлĕнмелле пысăк та хаваслă уява пире те, Атнар ял тăрăхĕнчи "Айхал" фольклор ушкăнне, хутшăнма чĕнсен кăмăл тусах йышăнтăмăр.
Крымри Акатуя Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи пултаруллă та çав тери маттур, чăваш ташши-юррине кăмăллакан, чăваш чĕлхине юратакан фольклор ушкăнĕсем, уйрăм юрăçсем, "Сувар" ташă ушкăнĕ, Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕсем тата ытти пултаруллă çынсем йышлăн хутшăнчĕç. Крым чăвашĕсем те пулчĕç ку явра.
Чăваш наци конгресĕн членĕсем Акатуя питĕ тĕплĕн хатĕрленнĕ. Никамăн та пурăнмалли вырăн шыраса çỹремелле пулмарĕ - хваттерсене малтанах ятарласа хатĕрлесе хунă. Пире лайăх кĕтсе илчĕç, çитсенех хăтлă та пысăк çуртсене вырнаçтарчĕç. Юнашарах - тинĕс, канма та, шыва кĕме те вырăнлă. Акатуй программи питĕ анлă та пуян пулчĕ. Пĕрремĕш кун эпир чăвашла тăхăнса Севастополь хулинчи Нахимов палăкĕ умне чечек кăшăлĕсем хутăмăр. Хăрушă вăрçă çулĕсенче ку тăрăхра питĕ нумай чăваш пуç хунă.
Тепĕр кунне Балаклавăри лапамра уява хатĕрлентĕмĕр. Йăлана кĕнĕ чăваш кил картишĕсене хатĕр-лерĕмĕр, тĕрлĕ куравсем йĕркелерĕмĕр. Чăваш халăхĕн авалхи кун-çулĕпе пурнăçĕ çинчен кăтартса паракан япаласем нумай пулчĕç кунта. Ỹркенмесĕр, пин-пин çухрăма пăхмасăр илсе пынă вĕсене маттур чăвашсем. Эпир те вĕсенчен юлмарăмăр. Пирĕн те хамăр тăрăхри алăстисен ĕçĕсемпе паллаштарас килчĕ, хамăр районти çăкăр тата пахча çимĕç типĕтекен заводсенчи продукцисемпе мухтанас килчĕ. Хамăр тунă кăпăклă чăваш сăрипе сăйларăмăр хăнасене. "Анне сăрине ĕçнĕ пекех туйăнчĕ", _ терĕç Севастопольте пурăнакан чăвашсем. Акатуй чăннипех çумăрсăр иртмест иккен. Крымра та, хамăр патри пекех чылай çумăр çуман. Кĕтмен çĕртен, шăрăх çанталăка уçăлтарас тесе-ши, ăшă çумăр çуса пачĕ.
Çумăр çунă пирки Акатуй программине улăштарма тиврĕ пулин те, çакăншăн никамăн та кăмăл хуçăлмарĕ, çумăр çунине пухăннисем ырларĕç çеç. Уяв пуçланиччен лапамран инçех мар вырнаçнă ту çинче 1941-1942 çулсенче Севастопольшĕн çапăçса пуçĕсене хунă чăваш салтакĕсене асăнса лартнă чул патне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Урамра хĕвел пăхса ярсан пуçланчĕ вара çĕр пин юрă çĕршывĕн ташши-юрри! Чăваш тумĕ тăхăннă фольклор ушкăнĕсемпе юрăçсем Крым тăвĕсем кисренмелле юрăсем янăратрĕç, ура хуçса ташларĕç. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пухăннисене тăван Чутай тăрăхĕнчи халăх юрри-ташшипе савăнтарчĕ, пурне те вăйă картине чĕнчĕ. Ытти фольклор ушкăнĕсенчен пĕрре те кая юлмарăмăр, хамăр район чысне ямарăмăр. Каçпа вара уява малалла чăваш эстрада артисчĕсем тăсрĕç, пухăннисене хăйсен юррисемпе килентерчĕç.
Пин-пин çухрăмри Хура тинĕс хĕррине кайса эпир хамăра валли чăн-чăн парне турăмăр. Севастополе çити кайма пултарасса унччен тĕлĕкре те тĕлленмен. Хамăр Чутай тăрăхĕнчи юрă-кĕвве Крым тăрăхĕнче шăрантарса унти куракансене савăнтарма пултарнăшăн, район çи-пуçне аякри тăвансене кăтартма тỹр килнĕшĕн чунтанах хĕпĕртетпĕр, мухтанатпăр та. "Акара авăн, уявра савăн", _ тенĕ ваттисем. Çакна асра тытса эпир, атнарсем, чăннипех ташă-юрăра маттур пулнине кăтартма пултартăмăр, çав тери савăк та пысăк туйăмпа таврăнтăмăр инçет кăнтăртан, чи хастаррисемпе пултаруллисен шутне кĕрсе Чăваш наци конгресĕн Хисеп хутне тивĕç пултăмăр.
Крымри Акатуя кайса килме пулăшнăшăн Крымри Керчь хулинче пурăнакан хамăр ентеше, Мефодий Матвеевич Мазуркин полковника тата унăн мăшăрне Галина Ивановнăна, ЧНК Президенчĕн пĕрремĕш çумне В.Л.Клементьева, хĕрлĕ чутайсен "Чавал" ентешлĕх председательне А.П.Самылкина, район пуçлăхне А.Ю.Степанова, Атнар ял тăрăхĕн пуç-лăхне А.Н.Кузнецова, Атнар шкулĕн директорне С.И.Кудряшова тата Атнарта пурăнакан З.А.Данилована, Р.В.Абрамована, Р.Г.Орлована чун-чĕререн тав тăватпăр.
Елена ВОЛКОВА, "Айхал" фольклор ушкăнне çỹрекен.