Пĕр шăнкăрав тума ирĕк пур
Федераллă саккунăн положенийĕ-семпе килĕшỹллĕн 2015 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче преступлени тунă тесе шухăшланă çынна арестлемелли йĕркене çирĕплетнĕ. Унпа килĕшỹллĕн протокол çырнă чухне хỹтĕлевçĕ пулма тивĕç. Унсăр пуçне малтан дознавателĕн преступлени тунă тесе шухăшланă çынна тытса чарнă самантран 12 сехетрен кая мар унăн тăванĕсене пĕлтермелле пулнă. Енчен те вĕсем çук пулсан - уведомление ытти тăванĕсене е арестленĕ çынна хăйне панă. Халĕ тытса чарнă çын дознаватель, следователь умĕнче тăванĕсем патне пĕр хутчен хăй ăçта пулнине шăнкăравласа пĕлтерме пултарать. Палăртмалла, шăнкăравланă чухне вырăсла калаçмалла. Следователĕн е дознавателĕн шăнкăравпа 3 сехет хушшинче тивĕçтермелле. Енчен те гражданин шăнкăравлама килĕшмесен е ăна тĕрлĕ сăлтавсене (сывлăх, психика енчен çитменлĕхсене) пула тăваймасан уведомление дознаватель тăвать. Следователь çакна протокола кĕртет. Прокурор килĕшĕвĕ, дознавательпе следователĕн сăлтавланин йышăнăвĕ пулсан арестленĕ çыннăн тăванĕсене çакăн пирки пĕлтермесĕр те пултараççĕ. Вăл 18 çул тултарман пулсан ашшĕ-амăшне е тăванĕсене пĕлтереççех. Асăннă çĕнĕлĕх 2016 çулхи январĕн 10-мĕшĕнчен вăйра.
Диана САВИНКИНА, район прокурорĕн пулăшуçи.