Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Лайăхрах пурăнма хăнăхса пыратпăр

 Тасатман урамсем çав-çавах пур-ха Район хаçачĕн январĕн 27-мĕшĕнче тухнă номерĕнче эпир районти çулсене тасатассишĕн камсем яваплă пулнă пирки çырса кăтартрăмăр. Вулакансене ял урамĕсенче лару-тăру мĕнле пулни çинчен пĕлтерме ыйтрăмăр. Чи малтанах çакна каласа хăварас килет: юлашки вăхăтра чылай ялсенчи урамсене юртан тасатса тăраççĕ. Ик-виç çул каялла кăна-ха урамсем хушшипе сукмак кăна пулни пирки тарăхса пĕлтерекенсем йышлăччĕ. Хăш-пĕр урамсене хĕл каçипе те трактор кĕрсе курмастчĕ вĕт! Халĕ кун пек урамсем пачах юлмарĕç тесе калама иртерех пулĕ, çапах та чылай çĕрте юр тĕксе тăраççĕ. Тулĕк вăт хăш-пĕр çынсем хăйсен пỹрт умĕсене те тухса тасатасшăн мар пулас, те крыльца вĕçне çитиех тракторăн тасатмалла тесе шухăшлаççĕ? "Урам варрине юр тăрăх утса тухма йывăр" текенсем те пур та ара... Алла кĕреçе тытса юр тасатни хул-çурăма çирĕплетни кăна вĕт вăл, уйрăмах вăйпитти çыншăн.

Акă, Тумликассинчи вăрçă инваличĕ Кузьма Кузьмич Аргандейкин, 90 çулта пулсан та, пỹрт умĕнчи сукмаксене ним мар юртан тасатать. Ачисем килсе пулăшсах тăраççĕ пулсан та алла кĕреçе тытма ỹркенсе тăмасть. Пурин те çапла вăр-вар пуласчĕ... Ял урамĕсенчи юра тракторпа тĕксе тасатасси патне таврăнар-ха. Çак кунсенче редакцине Карăкçырминчи Вăрманкас урамĕнче пурăнакан пĕр арçын килсе кайрĕ, çак урама тахçантанпах юртан тасатса паманни пирки каларĕ. Юр тĕкес ыйтупа ял тăрăхĕн администрацине те пĕрре кăна мар çитнĕ иккен ку урамра пурăнакансем. Урамри çула тĕкменнине "сирĕн унта пурăнакан çын та çук" тесе сăлтавлаççĕ иккен вырăнти ертỹçĕсем. "Юри шутласа пăхрăмăр - 27-ĕн пурăнатпăр урамра, эпир çын шутĕнче мар-ши? - теççĕ вăрманкассем пăшăрханса. - Çул çукки чылай чăрмав кăларса тăратать. Уйрăмах усал пулăм сиксе тухасси питĕ хăратать. 2014 çулхи декабрь уйăхĕнче çул пулманранах пушарта икĕ çын пурнăçĕ татăлчĕ... Татах вут-çулăм алхасма пуçласан ăçта кайса кĕмелле пирĕн?!" Ним тума аптăранипе хăйсен вăйĕпе трактор тупса, машинăпа таптаса уй тăрăх çул тукалаççĕ иккен ку урамсем. Анчах та юр вĕçтерсех тăнăран ку та нумайлăха мар. Ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕç- лекенсем Карăкçырми ялĕн асăннă урамĕнче пурăнакансен нушине ăнланса илеççех, ял урамне юртан тасатса тăма майсем тупаççех пулĕ тесе шутлатпăр. Çавăн пекех Ишеккасси ялĕнчи Тĕп тата Вăрман урамĕсене те темиçе кун хушши юртан тасатманни пирки шăнкăравласа пĕлтерчĕç пире. Вăрман урамĕн асфальтлă пайĕнче машина йĕррисене курма пулать-тăк, Малиновка еннелле тухакан асфальтсăр пайĕнче вара сукмак кăна иккен...

РЕДАКЦИ.



"Пирěн пурнăç"
03 февраля 2016
13:53
Поделиться