Наркотиксемпе кĕрешес тĕлĕшре лару-тăру лайăхланнă
Иртнĕ эрнере Раççей Федерацийĕн наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслекен федераллă службăн Чăваш Енри управленийĕн начальникĕ Евгений Барсуков коллегин анлă ларăвĕнче 2015 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, республикăра наркотиксем сарасран тĕрĕслесех тăраççĕ. Наркотиксемпе кĕрешес тĕлĕшре тивĕçлĕ ĕçсем туса ирттернине пула наркоманипе пĕрремĕш хут чирлекенсен йышĕ чакни палăрать. Чăваш Енре пурăнакансен пĕтĕмĕшле хисепне шута илсен халăх наркотизацийĕн пĕтĕмĕшле шайĕ республикăра Атăлçи федераци округĕнчен 1,6 хут пĕчĕкрех. Наркоманипе çыхăннă лару-тăру лайăхланса пынине "наркомани" диагнозлă çынсем, наркологи учрежденийĕсенче учетра тăракан çул çитмен çамрăксен пайĕ чакни, наркопреступленисем сахалланни те çирĕп-летет. Иртнĕ çул наркополицейскисем 858 преступление регистрациленĕ, 29 килограмм наркотиклă хатĕрсем, психотроплă япаласем туртса илнĕ.
А.ДМИТРИЕВА.