Хаклă вулаканăм!
Вырсарникун, январĕн 17-мĕшĕнче - Чăваш пичечĕн кунĕ. Январĕн 13-мĕшĕнче журналистсем Раççей пичечĕн кунне паллă тунăччĕ. Хаклă вулаканăм! Сана Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсем ячĕпе саламлатăп! Малалла та пĕрле утма çирĕп сывлăх, такăр çул, яланах "Пирĕн пурнăç" хаçата алла илсе вулама ырă кăмăл, пурнăçра телейпе ăнăçу сунатăп! Хаçатăн каламалли, пĕлтермелли яланах нумай. Ку хутĕнче хамăр пирки пĕр-ик сăмах каласшăн. "Пирĕн пурнăç" хаçат коллективĕн савăнмалли пайтах: Чăваш Республикин Информаци политикин министерствин 2015 çулхи планне чылай ирттерсе те тултартăмăр. Хамăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыратпăр. Раççейри тата республикăри конкурссене хутшăнма тăрăшатпăр. Иртнĕ çул чылай конкурса хутшăннипе пĕрлех 250 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илтĕмĕр. Ку пирĕн пысăк çитĕнỹ пулчĕ. Районта 16 пине яхăн çын шутланса тăрать, вĕсенчен чылайăшĕ аякри регионсенче ĕçлесе пурăнать. Апла пулин те паянхи хаçатăн кăларăмне 3515 вырăнта илсе тăраççĕ. Пĕлтĕрхинчен татах йышлантăмăр. Республикăри ытти хаçатсемпе танлаштарсан районта пурăнакан çынсен шучĕпе "Пирĕн пурнăç" хаçат тиражĕпе малта пырать. Эпир хаçата интереслĕ кăларас тесе çĕр çывăрмасăр ĕçлеме те хатĕр. Канмалли кунсенче те, тĕлĕкре те хаçат пирки шутлатпăр. Хаçатăн сайчĕ те пур. Районта тата аякри регионсенче пурăнакан тăвансем тăтăшах унти материалсемпе паллашни курăнать. Кашни кун эпир паян - ĕнерхинчен, ыран паянхинчен лайăхрах тăрăшасчĕ тесе ĕçе утатпăр. Кашни вулакана, районти кашни почтальона, редакцине килекен кашни çырăвăн авторне çĕре çити пуç тайса тав тăватăп! Пурте пĕрле пулар! Йышпа эпир вăйлă!
Алина ОРИНОВА.