Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

ЧР Пенси фончĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Управленийĕн начальникĕ Алина Ежеева: "Пуриншĕн те тăрăшатпăр, кашнинех пулăшатпăр"

Пенси тытăмĕн укçи-тенкине йĕркелесе тăмашкăн 1990 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Пенси фондне туса хунă тата пенси тỹлемелли нухратпа тĕллевлĕн усă курмалли меслете çирĕплетнĕ. Çĕршыв пурнăçĕн-че, уйрăмах экономикăра, пысăк улшăнусем пулса иртнĕ условисенче çакнашкал йышăнни аслă ăру çыннисене хỹтĕ лес енĕпе тунă татăклă утăм шутланнă. Унтанпа 25 çул иртрĕ. Çак хушăра чылай улшăну пулса иртнĕ, Пенси фончĕн функцийĕсем те чылай улшăннă. Паянхи кун районти пенсионерсен ыйтăвĕсене татса парассипе тимлекен уйрăмра ĕç-хĕл мĕнлерех пырать? Çакăн пирки калаçрăмăр эпир ЧР Пенси фончĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Управленийĕн начальникĕпе Алина Юрьевна Ежеевапа.

- Алина Юрьевна, районти Пенси уйрăмĕ миçемĕш çулта йĕркеленсе кайнă? Паянхи кун сирĕн клиентсен шутне камсем кĕреççĕ?

- Чăваш Республикин Пенси фончĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Управленийĕ 2001 çулта йĕркеленнĕ. Паянхи кун пирĕн клиентсем - пенсионерсем, ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, ĕçпе тивĕçтерекенсем. Кунсерен пирĕн ĕçченсем районта пурăнакан 50 яхăн граждана йышăнаççĕ.

- Пирĕн районта миçе пенсионер пурăннине, паллах, сирĕнтен лайăхрах никам та пĕлмест...

- Паянхи куна пирĕн районта тивĕçлĕ канăва тухнă 5968 çын пурăнать, вĕсене пенсипе тата ытти тỹ-левсемпе тивĕçтерме уйăхсерен 60,5 миллион тенкĕ каять, çав шутран 51,1 миллион тенки - страхлав пенсине тỹлеме.

- Федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансем те сирĕн клиентсем шутланаççĕ, çапла-и?

- Çапла, 2005 çултанпа эпир федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансемпе те ĕçлетпĕр. Хальхи вăхăтра районти 1654 çын уйăхсерен çак çăмăллăхсене тивĕçет.

- Сирĕн тĕп тивĕçсенчен пĕри вăл - страховани взносĕсем пухасси. Ĕçлекен пур çынна та эсир ятарлă учета илнĕ. Вĕсем миçен?

- Пирĕн районта граждансен пенси прависен уйрăм учетĕнче 17929 граждан тăрать. Çавăн пекех эпир 2012 çултанпа пенсин пухăнса пынă пайне те тỹлетпĕр, кăçал 332 çын пурĕ 8 миллион тенкĕ илчĕ.

- Пенси фончĕ тытса пыракан федераци программисенчен пĕри вăл - ачаллă çемьесене хушма пулăшупа тивĕçтересси...

- Çак пулăшусенчен пĕри - амăшĕн капиталĕн сертификатне парасси. Программа ĕçлеме пуçланăранпа районта пурĕ 848 сертификат патăмăр, вĕсенчен 545-шĕ унăн укçипе усă курчĕç те ĕнтĕ. Хĕрлĕчутайсем амăшĕн капиталĕпе ытларах ипотека кредичĕсене тỹлесе татаççĕ.

- Эсир инвалидсен ыйтăвĕсене татса парассипе те ĕçлетĕр. Сирĕн уйрăм урлă миçе хевтесĕр çын тỹ-лев илсе тăрать?

- Эпир инвалидсем пулăшусене ыттисемпе танах тивĕçчĕр тесе тăрăшатпăр. Районти 1224 хевтесĕр çынна пулăшупа тивĕçтеретпĕр. Вĕсене паракан тỹлев виçи мĕнле ушкăнри инвалид пулнинчен килет, вăл вăтамран 10,2 пин тенкĕпе танлашать. Ача-инвалидсем тата ачаранах пĕрремĕш ушкăн инваличĕсем уйăхсерен 11,4 пин тенкĕ илеççĕ, унсăр пуçне вĕсен 2,2 пин тенкĕпе (ачасен) тата 3,1 пин тенкĕпе (1-мĕш ушкăн инваличĕсен) танлашакан федераллă тỹлев пур. Инвалид ача пăхакан ашшĕ-амăшĕ (вĕсем ниçта та ĕçлемеççĕ пулсан), сусăр ачана усрава илнисем е опекунсем уйăхсерен 5500 тенкĕпе танлашакан тỹлев илеççĕ. Кун пеккисем пирĕн районта 69-ăн.

- Паянхи кун пенсие Интернет урлă та тухма пулать теççĕ, ку чăнах та çапла-и?

- Çапла. Пенси службин органĕсем электронлă сервиссене пурнăçа кĕртеççĕ. "Страхланă çыннăн харпăр хăй кабинетĕнче" ("Личный кабинет застрахованного лица") çын хăйĕн стажне тата пенси балĕсен хисепне уçăмлатма, ятарлă калькуляторпа усă курса пулас пенсие планлама пултарать. Пенси палăртма тата ăна валеçмелли меле суйлама та Интернет пулăшма тытăнчĕ. Районта пурăнакан 60 çын килтен тухмасăрах хальхи йышши пулăшупа усă курать. Пенси тытăмĕнче страхователь тĕп вырăн йышăнать. Ăна хăтлă условисемпе тивĕçтерме "Тỹлевçĕ кабинечĕ" ("Кабинет плательщика") йĕркеленĕ. Унпа усă курса районти 366 тỹлевçĕ (учетра тăракансен 87 проценчĕ) Пенси фончĕпе Интернет урлă çыхăнать.

- Хăвăрăн ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе мĕн каланă пулăттăр?

- Эпир туса пыракан пур ĕç те - халăхшăн. Пирĕн пата килекен кашни çынна пулăшма тăрăшатпăр. Хăйĕн пурнăçĕнче Пенси уйрăмне кайман, унпа çыхăнман çын çук. Пире пурне те обязательнăй пенси страхованийĕн тытăмĕнче шута илнĕ, вăхăт çитсен эпир пурте пенси илме пуçлатпăр. Пирĕн умри тĕллевсем те районта пурăнакансен, пенсионерсен социаллă тăнăçлăхне тивĕçтерессипе çыхăннă. Вĕсене пурнăçа кĕртессишĕн чуна парсах, тăрăшса ĕçлесе пырăпăр. - Ĕçĕрсем ăнса пыччăр! Калаçушăн тавтапуç.

Алина КАРПОВА калаçнă.



"Пирěн пурнăç"
25 декабря 2015
08:35
Поделиться