Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хăй те, хĕрĕпе мăнукĕ те педагогсем

90 тата ун хыççăнхи сумлă юбилейĕсене паллă тăвакансене Раççей Президенчĕ Владимир Путин ячĕпе саламласси районта малалла пырать. Çак кунсенче, ноябрĕн 25-мĕшĕнче, Хурашашра пурăнакан ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ тата салтак арăмĕ Анастасия Егоровна Белкова 90 çул тултарнă. Анастасия Егоровна хăйĕн пурнăçне педагогика ĕçĕпе çыхăнтарнă. Унăн педагогикăри ĕç стажĕ - 25 çул. Мăшăрĕпе 4 ача çуратса ỹстернĕ, пурне те тивĕçлĕ воспитани панă. Палăртмалла, вĕсен çемйинче вĕрентекенсен династийĕ пырать: хĕрĕпе мăнукĕ те кун-çулне педагогика ĕçĕпе çыхăнтарнă. Шел те, мăшăрĕ çут тĕнчерен темиçе çул каяллах уйрăлнă унăн. Яппун вăрçине хутшăннă салтака суранĕсем çулсем иртсен те аса илтернĕ. Кун-çулĕ çăмăл килмен пулин те сумлă ватă чун хавалне çухатман, паянхи тăнăçлăхпа киленсе Аня мăнукĕн çемйипе пурăнать. Халĕ ветеран 8 мăнукĕн тата 11 кĕçĕн мăнукĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнать. Пур çĕрте те ĕлкĕрме тăрăшать вăл, вăй пур таран кил-хуçалăхĕнче те ĕçлет, лавккана та хăех кайса килкелет. "Нумай пурăнатăп пулин те хама лайăх туятăп. Район хаçатне вулама юрататăп. Çĕршыври тата тĕнчери пулăмсемпе интересленетĕп. Çĕршыв, республика тата район ертỹлĕхне пире, ватăсене, тимлĕх уйăрнăшăн тав сăмахĕ калатăп", - тет Анастасия Егоровна.

А.ВЛАДИМИРОВА.



"Пирěн пурнăç"
02 декабря 2015
09:39
Поделиться