Конкурс пулать
Ĕнер, ноябрĕн 26-мĕшĕнче, райадминистрацин ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче район Пухăвĕн депутачĕсен ларăвĕ иртрĕ.
Ларура депутатсем 11 ыйтăва пăхса тухса тивĕçлĕ йышăну турĕç. Ыйтусенчен пĕлтерĕшлĕреххи - конкурс ирттересси.
Мĕнле конкурс?! Кун пирки çапларах ăнлантарма пулать:А.В.Башкирова район администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме 2011 çулхи май уйăхĕн 23-мĕшĕнче шаннăччĕ, контрактпа килĕшỹллĕн унăн пилĕк çул ĕçлемеллеччĕ, анчах та район уставĕнче депутатсемпе пĕр вăхăтрахрайон администрацийĕн пуçлăхĕн полномичийĕ вĕçленмелле тесе палăртни пур. Çапла А.В.Башкировăн контракт вăхăчĕ вĕçленмесĕрех район уставĕпе килĕшỹллĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене ноябрĕн 26-мĕшĕнчен пăрахăçлама тивнĕ.
Асăннă ыйтупа депутатсем 2003 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕнчи вырăнти хăйтытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" 131 № федераллă саккунăн 37-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе, 2004 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнчи "Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăха йĕркелемелли çинчен" 19 № саккунăн 32-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе, районăн уставĕпе килĕшỹллĕн тата район прокуратурин информацинетĕпехурсарайадминистрацин пуçлăхĕн полномочине ноябрĕн 26-мĕшĕнче пăрахăçлама йышăннă.
Унтан вĕсем вăхăтлăха, конкурс тапхăрĕнче, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пыма райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне Юрий Вячеславович Ямскова шанчĕç.
Çавăн пекех ларура депутатсем район администрацийĕн пуçлăхне конкурс тăрăх палăртма комисси туса хума йышăнчĕç. Комисси членĕсен йышне район пуçлăхне А.Ю.Степанова, район Пухăвĕн депутачĕсене А.В.Лукинпа П.И.Пашкуртова тата райадминистрацинйĕркелỹпе тĕрĕслев тата кадрсен секторĕн заведующине С.П.Князькована кĕртсе тăватă çынтан тăракан комисси членĕсене çирĕплетме Чăваш Республикин Пуçлăхĕ патне ыйтса çырмаллине палăртрĕç.
А.ОРИНОВА.