Чăвашпотребсоюз - пĕрремĕш
Раççей Центросоюз Канашĕн Президиумĕн йышăнăвĕпе "Уйрăмсен ĕç-хĕлĕн тухăçлă аталанăвĕшĕн" Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва пĕтĕмлетнĕ. Вăл 2015 çулхи 3-мĕш кварталта потребитель обществисен регионсенчи союзĕсем хушшинче иртнĕ. Асăннă ăмăртура Чăвашпотребсоюз потребкоопераци тытăмĕнчи пĕтĕмĕшле ĕç-хĕле аталантарнăшăн Атăлçи федераци округĕнче тата Раççей шайĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă.
"Пирěн пурнăç"