Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Право пулăшăвĕ паратпăр

Кăçал ноябрĕн 20-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра "Ачасене право пулăшăвĕ памалли кун" иртет. Ăна тăлăх е ашшĕ-амăш хỹттисĕр юлнă ачасене тата вĕсене пăхса пурăнакансене, хевтесĕр ачасене тата вĕсен ашшĕ-амăшне, çемьене ача усрава илес текенсене тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕ парас тĕллевпе тата асăннă ушкăна кĕрекенсене хỹтĕлес тесе йĕркелеççĕ. Сăмах май, "Ачасене право пулă-шăвĕ памалли кун" пирĕн районта та юстици тата шалти ĕçсен, патшалăх, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, вĕренỹ организацийĕсен ĕçченĕсене явăçтарнипе чылай мероприяти ирттерме палăртнă. Вăл шутра шкулсенче, ял тăрăхĕсенче, райадминистрацинче "Хамăра тата ачасене киревсĕр ĕçсенчен сыхласси" темăпа лекцисем, "Хăрушсăрлăх урокĕ" калаçу, "Тăлăх ачасене çемьесене вырнаçтарасси" темăпа çавра сĕтел, çавăн пекех право ыйтăвĕсемпе консультацисем иртĕç. Унсăр пуçне эпир хамăр секторта, 318-мĕш пỹлĕмре, Уçă алăксен кунне ирттеретпĕр. Енчен те районта пурăнакансен - çỹлерех çырса кăтартнă ушкăна кĕрекенсен - право темипе ыйтусем пур пулсан, эпир вĕсене ноябрĕн 20-мĕшĕчченех йышăнатпăр. Хăвăра хумхантаракан ыйтусене 2-21-63 номерпе шăнкăравласа е пирĕн пата килсе (Хĕрлĕ Чутай сали, Çĕнтерỹ лапамĕ, 1 çурт, 3-мĕш хут, право ĕçĕсен секторĕн пỹлĕмĕ) пĕлтерме пултаратăр.

Валентина КОНДРАТЬЕВА, райадминистрацин право ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ.



"Пирěн пурнăç"
28 октября 2015
10:57
Поделиться