Хусанушкăньсем куракансене "Хуняма" спектакльпе савăнтарчĕç
Районта "Асамлă чаршав" фестиваль малалла пырать. Октябрĕн 15-мĕшĕнче Штанаш ял тăрăхĕнчи артистсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă, Николай Угаринăн "Савнă кин" пьеси тăрăх лартнă спектакле кăтартнă. Шел те, тĕрлĕ сăлтава пула штанашсен пултарулăхне çитсе кураймарăм. Октябрĕн 21-мĕшĕнче вара Хусанушкăнь ял тăрăхĕн артисчĕсем сцена çине тухрĕç. Спектакль курма ăшă та хăтлă клуба халăх чылай пухăнчĕ. Ефим Никитинăн "Хуняма" пьеси тăрăх лартнă мыскара пуриншĕн те çывăх пулчĕ. Çемьери аслă ăрури çынсемпе çамрăксем хушшинчи хирĕçĕве сăнласа пачĕç хусанушкăньсем. Спектакльти ĕçсем Трахвипе (Александр Афанасьев) Серахви (Елена Алежейкина) çамрăк мăшăр çемйинче пулса иртеççĕ. Куракансем сцена çинче вылякан сăнарсемпе: Кулюк (Фаина Корчагина), Чĕшлук (Вячеслав Кудряшов), Ира (Татьяна Якимова), режиссер (Галина Филиппова) - пĕрле хуйха-суйха, савăнăçа пайларĕç. Массăллă сценăсене "Урпаш" фольклор ушкăнĕ хутшăнни те спектакле хăйне евĕр илемлетрĕ. "Хуняма" спектакль куракансен кăмăлне кайрĕ, вĕсем артистсене тăвăллăн алă çупса тав турĕç. А.КАРПОВА.