Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пантьăксене "Телеюрăра" курма пулĕ

Иртнĕ канмалли кунсенче Шупашкарти Трактор тăвакансен Культура керменĕнче "Телеюрă" передачăн черетлĕ кăларăмне ỹкернĕ. Чăваш эстрадин çăлтăрĕсемпе пĕрлех сцена çине пирĕн ентешсем те тухнă. Пурте юратса пăхакан передачăна ỹкернĕ кун Пантьăк ял тăрăхĕнчи "Сăр таппи" фольклор ушкăнĕ-пе Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Александр Самсонов хăйсен пултарулăхĕ-пе паллаштарнă. Куракансем вĕсене хапăл тусах йышăннă. Хамăр ентешсен пултарулăхне телевизорпа курса савăнас текенсене Чăваш телевиденийĕн программине асăрхаса тăма сĕнетпĕр. Хĕрлĕчутайсене "Телеюрăн" черетлĕ кăларăмĕнче курма пулĕ. А.СЕМЕНОВА.



"Пирěн пурнăç"
21 октября 2015
13:17
Поделиться