Шăматкун - Сывлăхпа спорт кунĕ
Чăваш Енре октябрĕн 17- мĕшне спорта халаллаççĕ. Çак кун республикăри хуласемпе районсенче Сывлăх тата спорт кунĕ иртет, активлă канăва юратакансене вырăнти спорт площадкисем тата физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекссем кĕтеççĕ. Вĕсенче йĕркелекен массăллă спорт мероприятийĕсене, мас-тер-классене кашниех хутшăнма пултарать. Кăмăл тăвакансем çавăн пекех бассейнсенче, тренажер тата фитнес залĕ-сенче тỹлевсĕрех сывлăха çирĕплетĕç.
Н.ПЕТРОВА.
"Пирěн пурнăç"