Пантьăксем кăтартнă мыскара
Пантьăк ял тăрăхĕн артисчĕсем те куракансене çемьери хутшăнусене сăнлакан спектакльпе савăнтарчĕç. Мишеркассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ октябрĕн 14-мĕшĕнче Николай Угаринăн пьеси тăрăх лартнă "Улькка инкен виçĕ кинĕ" мыскара кăтартрĕ. Пурне те тиркеме вĕреннĕ Улькка (Наталия Филиппова) Миша ывăлĕ (Николай Лисаев) авланайманшăн кулянать, анчах та ăна ĕçчен Верук та (Марина Ершова), кахал Надя та (Светлана Казынкина), Люба та (Екатерина Крыжайкина) кин пулма юрăхлă мар пек туйăнать. Çакна пулах хăйне евĕр мыскара пулса тухать, унта Улькка упăшкин Мокольăн та (Михаил Коробков), Верук амăшĕн Марукăн та (Надежда Михатайкина) ирĕксĕрех хутшăнма тивет. Рольсене ĕненмелле калăпласа пачĕç Пантьăк ял тăрăхĕн артисчĕсем, куракансем вĕсене тав сăмахĕ каларĕç.
Алина КАРПОВА.