Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Комиссисен йышĕ паллă

Республикăри 15 район тата 2 хула администрацийĕн пуçлăхĕсен полномочийĕсем вĕçленнĕ, контракт вăхăчĕ тухнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сентябрĕн 29-мĕшĕнче Федерацин "Раççей Федерацийĕнчи вырăнти хăйтытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" саккунĕн 37-мĕш статйин 5-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн, Улатăр, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Элĕк, Вăрнар, Йĕпреç, Муркаш, Етĕрне районĕсемпе Улатăр хула администрацийĕ-сен пуçлăхĕсен должноçне йышăнма конкурс ирттересси çинчен калакан Хушăва алă пуснă, комиссисен йышне çирĕплетнĕ. Ытти районсен тĕлĕшпе те документсене ха- тĕрлесе çитернĕ. Комиссире - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ĕçченĕсем, министр тивĕçĕ-сене пурнăçлакансем тата общество организацийĕсен представителĕсем. Вĕсем кандидатсен докуменчĕсене тишкерме тытăннă.

Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ертỹлĕхне октябрь уйăхĕнче палăртĕç. Пирĕн район админи-страцийĕн пуçлăхĕн конкурсĕ вара хăçан пулĕ тетĕр?! А.В.Башкиров район администрацийĕн пуçлăхĕн-че ĕçлеме 2011 çулхи июнь уйăхĕнче пуçланăччĕ. Конкурс комиссийĕн контракчĕпе килĕшỹллĕн унăн пилĕк çул ĕçлемелле. Апла пулсан, çитес çулхи май уйăхĕнче конкурс пулĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пирки сăмах пуçарсан вара çакна каламалла: вĕсен пуласлăхĕ октябрĕн 21-мĕшĕ хыççăн паллă пулĕ. Паянхи кун вĕсем (Мăн Этмен, Питĕркасси, Хусанушкăнь ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемсĕр пуçне - вĕсен ĕçлеме пуçлани пилĕк çул çитмен-ха) ĕçсĕр тесен те йăнăш пулмĕ, вĕсен тивĕçĕсене урăххисем вăхăтлăха пурнăçлаççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхне конкурс тăрăх суйлаççĕ. Конкурс комиссийĕ йĕркеленнĕ, 8 çынтан тăрать: тăваттăшĕ - район администрацийĕнчен, тăваттăшĕ - ял тăрăхĕнчен. Кашни ял тăрăхĕн комиссийĕн членĕсем хăйне евĕр, вĕсен председателĕ кăна пĕрре - район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Юрий Вячеславович Ямсков. Документсене ятарлă комиссине октябрĕн 15-мĕшĕччен тăратмалла.

Юлашкинчен çакна па-лăртмалла: кашни çын хăйĕн кандидатурине конкурса тăратаять, ĕçлес туртăм вăйлăрах кăна пулмалла. А.САН.



"Пирěн пурнăç"
07 октября 2015
13:59
Поделиться