Пуриншĕн те ырă тĕслĕх
Пĕр-пĕр ăсталăхпа палăрнă çын çинчен калаçнă чухне: "Çак çынра Турă пани пур", - теççĕ халăхра. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Галина Константиновна Тимакова çинчен те çапла калас килет: "Чăн-чăн вĕрентекен пулма çуралнă вăл". Унăн урокĕсем ачасене пурнăçра тĕрĕс çул суйлса илме пулăшнă, ырăпа усала уйăрма вĕрентнĕ. Шкултан вĕренсе тухни нумай çул пулин те вĕренекенĕсем тăтăшах Галина Константиновнăна ырăпа аса илеççĕ, тĕл пуса канаш-сĕнỹ илеççĕ. Учитель ĕçне Галина Тимакова 1966 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухсан тытăннă.
Çавăнтанпах хăйĕн юратнă предметне - математикăна - вĕрентнĕ. Пирвайхи çулсенче тăван Йĕпреç, каярахпа Канаш районĕсенче математика учителĕ, директорăн вĕренỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса ĕçленĕ. 1974 çулта Хĕрлĕ Чутая куçса килсен вăл халăха вĕрентес тытăмра вăй хунă, пилĕк çул ытла вĕренỹ пайне ертсе пынă. Çав тапхăрта ачасене вĕрентес ĕçре пысăк улшăнусем пулса пыни самаях палăрнă. Çулсерен шкулсен пурлăхпа техника никĕсĕ çирĕпленсе ỹссе пынă, кивĕ шкулсен çурчĕсем вырăнне ятарлă проектсемпе Атнарти, Штанашри, Мăн Этменти вăтам шкулсен çурчĕсем тата "Пилеш" ача сачĕ ỹссе ларнă. Вĕренекенсене тарăн та çирĕп пĕлỹ парас тесе 500 ытла учительпе воспитатель ĕçленĕ, районта çулсерен çамрăк педагогсем хушăнса пынă, вĕсем çĕннипе, малта пыракансен опычĕпе усă курса ĕçлеме тăрăшнă. Ертсе пырас ĕçре яваплăха туйса тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн Галина Константиновна патшалăх наградине - "Ĕçре палăрнăшăн" медале - тивĕçнĕ. Вĕрентỹ ĕçĕнче чунтан парăннă çын пулмалла, унсăрăн пысăк çитĕнỹсем тума май çук. Шкул пурнăçĕ вĕçĕмсĕр шыравпа çыхăннă.
Пĕр шухăшлă, туслă коллективра çеç кирек мĕнле ĕç те кал-кал пырать. Çакна Галина Тимакова ăнланса малти вырăна хунă. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкула ĕçлеме куçсан унăн пултарулăхĕ, ырă тĕслĕхĕ татах та çỹлерех çĕкленнĕ. Математика учителĕсем хушшинче вăл методика ĕçне анлăн туса пынă, çĕнĕ авторсен программисемпе усă курнă. Унăн уçă урокĕсене итлеме, опычĕпе, çĕнĕлĕхĕсемпе паллашма хамăр районтан кăна мар, ытти çĕртен те учительсем час-часах килнĕ, ют çĕршывсенчен килнĕ тĕслĕхсем пур. Ахальтен мар ăна Пĕтĕм тĕнчери Сорос фончĕн премине панă. Галина Константиновнана вĕрентỹ ĕçĕнче ăсталăхпа палăрнăшăн вĕренекенĕсем те, ашшĕ-амăшĕ те хисеплеççĕ. - Ача шкултан мĕнлерех çын пулса тухса каясси учительтен те килет, - тет Галина Константиновна. Çакна асра тытса вăл кашни ачара Турă панă туртăма тупса палăртма тăрăшнă, малалла аталантармалли майсем шыранă. Галина Тимакова вĕрентнĕ ачасем хăйсем те учителĕн ĕçне суйласа илнĕ, хăшĕсем ун пекех математика учителĕ пулса тăнă, нумайăшĕ экономист, бухгалтер, программист пулса ĕçлет. Ĕçри тăрăшулăхне кура Галина Константиновнана Чă- ваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн Вĕренỹ министерствин Хисеп грамотисемпе наградăланă. Ырă йывăçран ырă çимĕç ỹсет теççĕ. Галина Тимакова тĕслĕхĕ çак сăмахсене туллин çирĕплетет, унăн хĕрĕ Ирина Алексеевна амăшĕ пекех учитель, Хĕрлĕ Чутай шкулне ăнăçлă ертсе пырать. Галина Константиновна ти-вĕçлĕ канура пулсан та районти ветерансен пĕрлешĕвĕнче вăй хурать, ветерансене хумхантаракан ыйтусене татса пама тăрăшать. В.РОМАНОВ, районти ветерансен пĕрлешĕвĕн председатель çумĕ.