Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тасалăхпа илемлĕх хăнасем килнĕ тĕле анчах мар, пурнăç йĕрки пулмалла

Хăш-пĕр ялта çакна тĕпе хурса пурăнни куçкĕрет. Пирĕн корреспондент Леонид Петров Хĕрлĕ Чутай районĕнчи илемпе киленчĕ. Кунта чи тирпейлĕ ял, кил-çурт ята çĕнсе илессишĕн Тралькассипе Мăн Этмен ял тăрăхĕсем район конкурсĕнче тупăшаççĕ. Тралькасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем, килти ĕçсене пăрахсах, урамсене йĕркене кĕртеççĕ, çуртсене сăрлаççĕ, пĕр-пĕрне ăсталăхпа тĕлĕнтерме тăрăшаççĕ. Ял сăн-сăпачĕ халăх кăмăлне палăртать. Урамра куçа илĕртекен чечексем ỹсни кунта пурăнакансен ĕçченлĕхне тата хăйсене хисепленине çирĕплетет. Районта 10 ял тăрăхĕ. Çынсене обществăлла ĕçе явăçтарасси тĕп ыйтусенчен пĕри шутланать. Ялта пурăнаканăн кил-çуртĕнче усă курман ăпăр-тапăр сахал мар йăванса выртать. Ăстаçă аллинче вара вĕсем çĕнĕ пурнăç илеççĕ. Акă, Шукакассинче пурăнакан Светлана Горланова кил-хуçалăхĕнче те кашни япали хăй вырăнĕнче. Пахчана илем кỹрекен хатĕрсене укçалла туянман. Çапла вара ĕлĕкхи кĕвенте те кирлĕ пулнă. Светлана Горланова вак чула та чун кĕртнĕ тейĕн. Сăрăпа сăрланă хыççăн вĕсем куçа илĕртеççĕ. Кивелнĕ ваннăйпа пĕрлешсе вара шыв сикки пулса тăнă. Ал-ури çыпăçуллă кил хуçин ача чухнехи ĕмĕчĕ ỹссен пурнăçланнă. Кил хуçин шухăш-ĕмĕчĕ вĕçĕ хĕррисĕр. Çитес вăхăтра вăл пахчара бассейн хута ярасшăн. Халлĕхе пĕрремĕш утăмсем тунă, анчах ĕçлемелли пайтах –ха, тет Светлана. Светлана Горланова хăй тĕп хулара тăрăшать. Анчах çĕр çинче ĕçлес туртăм унăн çухалман, ашшĕ-амăшĕ ăна пĕчĕкренех хăнăхтарнă. Пултаруллă хĕрарăмран кỹршисем те тĕслĕх илеççĕ.
Леонид Петров, Сергей Мышев



26 августа 2014
22:20
Поделиться
;