Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хĕрлĕ Чутайри Юрий Шереметьев кашни турата чун кĕртет

Тункатаран тĕрлĕ чĕр чун клепи пулса тăрать, хăрăк йывăç тураттипе авкаланчăк тымар çĕлен-калтана çаврăнать. Хĕрлĕ Чутайра пурăнакан Юрий Шереметьев типĕ турата та чĕртсе иккĕмĕш пурнăç парнелеме пултарать.

Шереметьевсен хваттерĕнче пĕр-пĕр курав тейĕн - кашни кĕтесрех чĕр чунсен клеписем. Анчах пĕрре пăхса хăшĕ мĕнле чĕр чун иккенне ăнланса илме йывăр. Маçтăр вĕсене тымартан тата кукăр-макăр туратсенчен касса тăвать. Хурăмне улăштармасăр илем кĕртсе лакпа витет. Çакăн евĕрлĕ илеме вăл Приморски крайĕнче пурăннă чухне сăнама тытăннă. Юрий Николаевич пединститутри физикăпа математика факультетне пĕтернĕ. Районти тĕрлĕ шкулта ĕçленĕ, директор пулнă. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. "Чун туртнă ĕçпе кăмăл туличчен аппаланма пулать",- тет ăста. Паянхи кун тĕлне Юрий Николаевич 100-е яхăн кỹлепе ăсталанă. Çỹлĕксем çинче темĕн тĕрлĕ сăнар та пур: юмахри шапа, çăвар карса выртакан куракпа хăлаçланса тем кăтартакан упăтесем хăйне евĕрлĕ тĕнчере пурăнаççĕ. Кунта çутçанталăкри пулăмсене, чĕрĕ чунсен пурнăçне сăнарлакан композици нумай. Юрий Николаевич çĕрме пуçланă тункатаран пĕчĕк фонтан тунă. Сывă йывăçа нихăçан та тивмест вăл. Ялта пурăнакансем тепĕр чухне йывăç тымарĕсене ăста патне илсе килсе параççĕ. Юрий Николаевич вара вĕсенчен мĕн те пулин тăватех. Хăй те çынсем пахчари типнĕ йывăç тымарĕсене çунтарма тытăннине курсан, чарма васкать. Çутçанталăк илемне хăйне евĕрлĕ куракан çын çутă ĕмĕтсемпе пурăнать. Çăва тухсан вăл çĕнĕ кỹлепесем ăсталама хатĕрленет.

Алексей Енейкин, Александр Яковлев

 

 

quot;; color: #243555; mso-ansi-language: EN-US;/span



26 марта 2013
20:00
Поделиться