Çуркунне çитнĕ май ялсенче пурăнакансем ушкăнпа çỹрекен анчăксемпе пĕр çул çине лекесрен сехĕрленсе çỹреççĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи туктамăшсем вара кĕрт йыттисенчен хăраса кăнтăр кунĕнче те сенĕксĕр урама тухмаççĕ.
Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче 700-е яхăн йытă шута илнĕ. Унсăр пуçне ялсем тăрăх чупса çỹрекен хуçасăр анчăк та нумай. Хăш -пĕр çынсем сăнчăрти йыттисене те вĕçертсе яраççĕ. Хураçкасем пĕр-пĕринпе явăçса кайса çуран çỹрекенсене хăратаççĕ. Туктамăшра пурăнакан Валентина Романова аран-аран чĕрĕ юлнă. Ăна йытăсем тапăннă. Юлашки вăхăтра кунта вĕсем нумай çынна тапăнма ĕлкĕрнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисене урама кăларма шикленет. Чылайăшĕ вĕсене шкула ăсатса яраççĕ, кайран кĕтсе илеççĕ. Ялти темиçе çын йытă усрать. Владимир Ярылкинăн, сăмахран, вĕсем улттăн. Тăватă ураллă тусĕсемпе вăл сунара çỹрет. Лару-тăру хăрушланнине кура йытă усрамалли йĕркене пăсса вĕсене ирĕкре чупса çỹреме чарман çынсене хирĕç вырăнти администраци кĕрешме пуçланă. Хăшĕ-пĕри вара хăраса пурăнса йăлăхса çитнĕ те йытăсене хирĕç пăшалпа тухнă. Çынсем каланă тăрăх, çапла майпа пĕр вуннăшне тĕп тунă. Анчах ку - саккуна хирĕçле ĕç. Çапкаланса çỹрекен хураçкасем сахалланни сисĕнмест, çавăнпа ял çыннисем вырăнти влаç хăйсене мĕнле те пулин пулăшасса шанса пурăнаççĕ.
Алексей Енейкин, Александр Яковлев