Ĕмĕте пурнăçлама патшалăх пулăшать
Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçин ветеранĕсемпе салтак арăмĕсене кил-çуртпа е хваттерпе тивĕçтереççĕ. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче 2013 çулта кун пек савăнăç 38 киле çитнĕ. 1944-мĕш çулта çар ретне тăнă Александр Сашкин та нумаях пулмасть хăйĕн черетне кĕтсе илчĕ. 86 çулхи ветеранăн сывлăхĕ хавшак пулин те, район администрацийĕнчен саламлама килнĕ хăнасене ура çинчех кĕтсе илчĕ. Тивĕçлĕ хута аллине илсен, çемье кăçал чул çурт лартма шут тытнине пĕлтерчĕ. Хăйсем 1957 çулта лартнă пỹрчĕ кивелме ĕлкĕрнĕ. Халĕ ку пăшăрхантармасть. Ĕмĕт пурнăçланасси нумай юлман. Çурт хăпартма подряд организацийĕпе килĕшỹ тунă. Çывăх вăхăтра мĕнпур тăвана пĕр кĕрекене пуçтарма сăлтав пулĕ, хавхаланса калаçрĕç Сашкинсем.
Леонид Петров, Сергей Мышев