Хĕрлĕ Чутайĕнчи Николай Лисаев фермер çур акине хатĕрленет
Хĕвел ăшшăнрах пăхни çуркунне çывхарса килнине систерет. Тавралăх чĕрĕлме тытăнасси те инçех мар. Çакна шута илсе Хĕрлĕ Чутай районĕнче çур акине хатĕрленме пуçланă. Кăçал юр сахал пулнăран тракторсене хĕл варринчех хире кăларма тивнĕ. Кĕрхисене нỹрĕк çителĕклĕ пултăр тесе юра ытларах тытса хăвармалла. «Хĕллехи тăкаксене кĕркунне саплаштарăпăр», - палăртрĕ район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Владимир Храмов. Районта акмалли вăрлăхăн 83 проценчĕ хатĕр. Ку вăл 800 тонна. Хăшĕ-пĕрисен вăрлăх çитмесен те хăрамалли çук. Хуçалăхсем пĕр - пĕрне пулăшма калаçса татăлнă. Николай Лисаев фермер та çур акине хатĕрленет. 1100 гектар çĕрпе вăл тухăçлă усă курать. Мĕн пур ĕçе вăхăтра туса пырать. Николай Лисаев фермер ĕçне 2011-мĕш çулта кăна тытăннă пулин те самай аталанма ĕлкĕрнĕ. 8 трактор-машина тата тĕрлĕ хатĕр илме вăй çитернĕ. Хĕл кунне пăхмасăрах вĕсем ялан ĕçре. Ялсенчи çулсене юртан тасатса тăрать фермер. Халăха ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерет. Хĕллехи вăхăтра кунта 12 çын вăй хурать. Çулла ĕçлекенсен шучĕ 40-хе çитет. «Шалу пысăках мар пулин те кăмăлсăр юлнисем хальлĕхе пулман», - тет Николай Лисаев. Тĕллевĕсем пысăк - кăçал комбайн туянма тата 259 пуç мăйракаллă шултра выльăх валли ферма тума палăртнă.