Виççĕмĕш, тăваттăмĕш… ачасем ытларах çуралаççĕ
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырăвĕнче çапла палăртнă: «Республикăра пурнăçланакан демографи политики тата «Сывлăх» наци проектне пурнăçа кĕртни сывлăха сыхлас ĕç кăтартăвĕсене палăрмаллах лайăхлатма май пачĕç. Иртнĕ икĕ çул хушшинче Чăваш Енре ача çураласси 13, 9 процент чухлĕ ÿснĕ (тĕслĕхрен, пĕлтĕр, 2006 çултипе танлаштарсан, 1525 ача ытларах çуралнă). Икĕ тата виçĕ ачаллă çемьесен шучĕ 45 процент чухлĕ ÿснĕ.» Ку енĕпе пирĕн районта лару-тăру еплерех пулнипе кăсăкланса ача çуралассин кăтартăвĕсемпе интересленме тÿр килчĕ.
Районти ЗАГС пайĕн начальникĕ Е.С.Барышникова пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи тăхăр уйăх хушшинче 132 ача (70 арçын ача, 62 хĕрача) çут тĕнчене килнĕ, иртнĕ çулта вара çак тапхăртах 141 ача ( 70 арçын ача, 71 хĕрача) çуралнă пулнă. 2008 çулта 28 пĕччен амăшĕ пепкисене кун çути кăтартнă, пĕлтĕр – 26. Çул çитменнисем кăçал 3 ача çуратнă, пĕлтĕр кун пеккисен йышĕ 5 пулнă. Йĕкĕрешсем пирки сăмах пуçарас пулсан çакна каламалла: 2008 çулта пĕр, иртнĕ çулта икĕ йĕкĕреш çут тĕнчене килнĕ.
Районти çемьесенче пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш тата ытларах ача çурални çинчен уйрăммăн тишкерес килет. Акă, кăçал 58 пепке çемьери пĕрремĕш ача пулнă, 49-шĕ – иккĕмĕш, 19-шĕ – виççĕмĕш, 7-шĕ – тăваттăмĕш е ытларах. 2007 çулта çапларах пулнă: 71 ача – пĕрремĕш тĕпренчĕксем, 50-шĕ – иккĕмĕш, 14-шĕ – виççĕмĕш, 6-шĕ – тăваттăмĕш е ытларах. Кăтартусене сăнасан, виççĕмĕш тата тăваттăмĕш е ытларах ача çураласси кăçал, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ÿсни курăнать. Амăшĕн капиталĕпе усă курас шутлисен йышĕ ÿснине çирĕплетмест-ши ку; Сăмах май, Пенси фончĕн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи тăхăр уйăх хушшинче 74 хĕрарăм амăшĕн капиталĕн сертификатне илме тивĕçнĕ. Çулталăк вĕçне вĕсен хисепĕ татах та ÿсĕ-ха.
Шел те, вилесси çуралассинчен виçĕ хут майлă пысăкрах пулни çав-çавах пăшăрхантарать. Сăмахран, кăçал тата пĕлтĕр тăхăр уйăхра 354-шар çын пурнăçран уйрăлнă. Халăх хисепĕ чакса пыни пур пĕрех сисĕнет. Демографи ыйтăвĕ паянхи кун çивĕччисен йышĕнчен тухсах пĕтменнине пĕлтерет пулĕ çакă.