НИМЕ МЕЛĔПЕ - ТРОТУАР
ХĔРЛĔ Чутай салинчи Çирĕк урамĕнче пурăнакансене пасара тÿррĕн тухмалли тăкăрлăк йĕркесĕр пулни самай тарăхтарнă.
Ял тăрăхĕ ку енĕпе татăклă йышăну тăвайман. Çу кунĕсенче урампа асфальтлă тăкăр çулпа туфлипе киленсе çÿретĕн, тăкăрлăк тĕлне çитсен лачакана путатăн. Урам старости Зоя Матвеевна Самылкина халăха пухнă та ниме мелĕпе тротуар тума сĕннĕ. Çиркассисен пуçарăвне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Романов та ырланă, халăхпа пĕрле кунти специалистсемпе культура ĕçченĕсем çак ĕçе хутшăннă. Материалсемпе вырăнти влаç тивĕçтернĕ. Кĕске вăхăтра тăкăрлăкри тротуар хута кайрĕ. Халĕ кирек кам та çак тăкăрлăкпа çÿресе киленĕ. Ял тăрăхĕ пуçаруллă, маттур çынсене ырă ĕçшĕн тав турĕ.