ЕШЕРЕÇÇĔ ÇАМРĂК ХУНАВСЕМ
Республика Президенчĕ Йывăç кунне ирттересси çинчен йышăннă хушăва кăларнăранпа вăхăт нумаях та иртмерĕ, ялсемпе хуласенче вара чылай ырă улшăну пулса иртрĕ: скверсемпе парксенче тата урамсемпе предприятисен территорийĕсенче çамрăк хунавсемпе тĕрлĕ тĕслĕ чечексем ешерме тытăнчĕç. Илем тĕнчин асамлă вăйĕ пире хăй ытамне çупăрларĕ.
Ял-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем те ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ, тăван ен ешĕллĕхĕшĕн тăрăшаççĕ. Республика ертÿçисен ырă пуçарăвне пурнăçлама вырăнсенче ятарлă программăсем хатĕрлерĕç. Кашни çуркуннепе кĕркуннех «Йывăç ларт тата ăна пăхса ÿстер» акци ирттересси йăлана кĕчĕ. Çак ĕçе аслисемпе пĕрле ачасем те хастар хутшăнаççĕ.
Республикăра тăван тавралăх илемĕшĕн тăрăшакансем, çут çанталăк тусĕсем çулсерен йышланаççĕ. Вĕсем паянхи пирки кăна мар, пуласлăх çинчен шухăшлаççĕ. Ку енĕпе Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхоза 44 çул ăнăçлă ертсе пынă Аркадий Айдак пуçарăвĕ хисепе тивĕç. Вăл ку тăрăхри çырма-çатрана миçе пин тĕп йывăç ларттарман-ши? Кунта пурăнакансем 45 гектар çинче вăрман ÿстернĕ, çырма-çатрана юхан шыв хĕррисене 217 гектар йывăç лартнă. Халĕ симĕс тум тăхăннă хыр-чăрăш тата ытти йывăç çине пăхса иртен-çÿрен киленет. Эрозипе кĕрешес ĕçре те пысăк пулăшу кÿреççĕ вĕсем. Çут çанталăк илемĕшĕн, ун пуянлăхĕшĕн тăрăшакан маттур çын тивĕçлĕ канура пулин те этнографи паркĕнче вăй хурать. Сăмах май, хальлĕхе ун пек парк республикăра пĕрре кăна, унта Аркадий Павловичăн тÿпи те пĕчĕк мар.
Çĕмĕрле районĕнчи Якуртушкăнь ялĕнчи Марк Батров пенсионер кăçал кăна 400 тĕп ытла йывăç лартнă, çу кунĕсенче ăна типтерлĕ пăхса тăнă. Халĕ çамрăк кедрсемпе хурăнсем, улма йывăççисемпе чиесем пахчара тата кил-çурт тавра ешереççĕ.
Етĕрне районĕнче çитĕнекен ăру та ку енĕпе ырă тĕслĕх кăтартать. Акă Кăташ шкулĕнче вĕренекенсем тавралăха тирпей-илем кÿрессипе тата ешĕллентерессипе ирттернĕ республикăри конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннă. Вĕсем çут çанталăкăн чăн-чăн тусĕсем пуласса çирĕп шанма пулать. Ачасем пирĕн пуласлăх тетпĕр пулсан малашлăх - çирĕп алăра. Педагогсем ертсе пынипе шкул ачисем экологи маршрутне уçнă: “Кăташ ялĕ”, «Пирĕн шкул», «Шкула çÿремелли çул», «Çÿп-çап пуçтармалли вырăн», «Экологи сукмакĕ», “Альпи тăвĕ», “Таса çăл куç», «Шкул çумĕнчи участок» тата «Краеведени музейĕ». Кашни чарăнăвăн хăйĕн историйĕ, вĕсенче тирпей-илем хуçаланать. Çитĕнекен ăру çут çанталăка юратма тата упрама вĕренет, тăван тавралăха симĕс тум тăхăнма пулăшать. Кунти çамрăк экологсен ĕç-хĕлĕпе паллашма районти ытти шкул коллективĕсемпе кÿршĕ район делегацийĕсем килсе çÿреççĕ. Паха опыта хăйсем патĕнче пурнăçа кĕртеççĕ. Ачасен аллипе тунă пархатарлă ĕç камăн кăмăлне çĕклемĕ-ши? Кунсерен çак илеме туйса ÿснĕрен вĕсем чун-хавалĕпе те, кăмăл-сипет енчен те ыттисенчен палăрмаллах уйрăлса тăраççĕ, ырă ĕçсем патне туртăнаççĕ.
Республикăри ял тăрăхĕсем те ку енĕпе пуçаруллă. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнарсем кăтартуллă ĕçлеççĕ. Юлашки икĕ çул хушшинче вырăнти влаç витĕмĕпе ку тăрăхра тĕлĕнмелле ырă улшăнусем пулса иртрĕç. Тавралăха илем кÿрекен çамрăк хунавсем çирĕп тымар ячĕç, çĕнĕ парксемпе аллейăсем, клумбăсем йышланчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов пуçарăвĕпе Атнар салинче Социализмла Ĕç Геройĕн Александр Смалайкинăн ырă ятне асăнса лартнă парк çĕкленчĕ.
Маларах лартнă йывăçсене упрассипе те тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Хăрнисем е хуçăлнисем вырăнне çĕннисене лартаççĕ.
Вĕсене çитĕнтерессипе Çĕмĕрле лесничестви те тăрăшса ĕçленине палăртмалла. Коллектив кăçал 75 гектар çинче юман, çăка, чăрăш тата хыр хунавĕсем лартса хăварнă. Питомникре çулсерен темиçе пин хунав вăрăран акса ÿстереççĕ. Кĕркунне кăна 3 тонна ытла юман йĕкелĕ пухса 4 гектар çине акса хăварнă. Ку ĕç малалла пырать.
Республикăра ялсене автоçулпа çыхăнтарас тĕлĕшпе палăртнă тĕллевсем пурнăçа кĕреççĕ. Çул-йĕр хĕррисемпе лартнă хунавсем вăхăт иртнĕçемĕн лаштра йывăçсем пулса таврана илем кÿрĕç