Çынсене ĕç тупса парасси – паянхи çивĕч ыйту
Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕç шыракан 651 çынна шута илнĕ. Ку вăл, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 21 çын сахалрах. Çав вăхăтрах хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен тухнă граждансен хисепĕ 17, 2 процентран 17, 6 процента çити ÿснĕ. Хĕрарăмсен йышĕ пĕлтĕрхинчен кăштах сахалланнине палăртмалла. Предприятисемпе организацисенчен тухса кайнă граждансен шучĕ 9 çын, инвалидсен 1 çын таран ÿснĕ.
Официаллă шута илнĕ
Ĕçпе тивĕçтерекен центрта кăçалхи тăхăр уйăхра 133 çынна регистрациленĕ. Вĕсен йышĕ 20 çын чухлĕ ÿснĕ. Хĕрарăмсен пысăк пайĕ – 68, 4 процент – ĕçсĕр пурăнать. Кунпа пĕрлех хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен тухнисем 36, 4 процент. 16-29 çулхи çамрăксем 33 процент чухлĕ. Пĕлтĕр тата кăçал шкул пĕтернĕ 7 çамрăк ĕçсĕррисен шутĕнче тăрать. Регистрацие тăнă ĕçсĕр граждансен 40, 6 проценчĕ аслă тата вăтам пĕлÿ илнисем, 33, 8 проценчĕ пуçламăш професси пĕлĕвĕ туяннисем.
Ĕçсĕррисене регистрациленин шайĕ
Кăçалхи тăхăр уйăхра, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, ĕçлеме пултаракан ĕçсĕр çынсене регистрациленин шайĕ 1, 01 процентран 1, 15 процента çити ÿснĕ. Центр пулăшнипе пурĕ 539 çынна яланлăх тата вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă. Вăл шутран 235 çын маларах ĕçсĕррисем шутланнă.
Ĕç паракансемпе хутшăнни
Ĕçпе тивĕçтерекен центр пур йышши ĕç паракансемпе те тачă çыхăнса ĕçлет. Кунта предприятисенчи пушă вырăнсемпе вĕсенчи лару-тăру çинчен пĕлтерекен банксем пур. Ваканси пуррине специалистсем отчет тăрăх, телефонпа тата организаци ертÿçипе курса калаçнипе пĕлсе тăраççĕ. Акă, ĕç паракансем 826 ĕç вырăнĕ пурри çинчен пĕлтернĕ. Отчетлă тапхăрта 814 вакансие пĕтернĕ, вăл шутран 539 çынна центр пулăшнипе ĕçе вырнаçтарнă. Отчетлă тапхăр вĕçĕнче ĕçсĕр 133 çын пуçне 41 ĕç вырăнĕ шутланнă. Урăхла каласан, пĕр ĕç вырăнĕ пуçне 3 çын. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта 113 çын пуçне 63 пушă вырăн пулнă.
Ĕçпе тивĕçтерекен центрпа ĕç паракансем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес тĕллевпе район пуçлăхĕ «Ĕç паракансем вакантлă вырăнсем пурри пирки информаципе тивĕçтересси çинчен» постановлени йышăннă.
Вăхăтлăх ĕçе вырнаçма – ярмăркка
Ĕçпе тивĕçтерекен центр кăçал ĕçсĕр граждансене ĕç вырăнĕсем тупса парас тата 14-18 çулхи çамрăксене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе 2 ярмăркка ирттернĕ. Центр коллективĕ çакăн пек мероприятисен уссине лайăх курса ĕненнĕ. Акă, ярмăрккана 21 ĕç паракан хутшăннă, 127 ĕç вырăнĕ пуррине пĕлтернĕ. Çавăн пекех 28 çын хăйĕн ыйтăвĕсемпе пынă. Ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ граждансемпе çул çитменнисене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарасси, ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, ĕçĕн хăш-пĕр уйрăмлăхĕсем çинчен каласа панă. Вăл социаллă йывăр лару-тăрури çемьесенчи ачасене, нумай ачаллă çемьесенчи çул çитменнисене, учетра тăракан çамрăксене ĕçпе тивĕçтерес ыйтăва татса парасси çинче чарăнса тăнă. Çавăн пекех аслă ăру çыннисене, вăрçă, ĕç тата тыл ветеранĕсене çуллахи вăхăтра килĕсенче пулăшу пама сĕннĕ. Ваканси ярмăрккине Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов уйрăмах активлă хутшăннине палăртмалла. Вăл çамрăк ăрăва усăллă ĕçе хутшăнтарас тĕлĕшпе ытларах тăрăшмалли пирки каланă. Ярмăрккасем ирттерме федераллă бюджетран 2, 8 пин тенкĕ тăкакланă.
Çул çитменнисене – вăхăтлăх ĕç
Кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче вĕренÿрен пушă вăхăтра 261 шкул ачи вăхăтлăх ĕçе вырнаçас ыйтупа центра пынă. Вĕсенчен 103-шĕ – 14-16 çулхисем, 86-шĕ – 17-18 çулхисем. 45-шĕ вара нумай ачаллă тата тулли мар çемьесенчен, 204-шĕ – пĕчĕк тупăшлă çемьесенчен, 2-шĕ – тăлăхсем, 4-шĕ – шалти ĕçсен пайĕнче тата çул çитменнисен комиссийĕнче учетра тăракансем. 2464 çынна профориентаци пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ. Кăçалхи июнĕн 10-мĕшĕнче 14-18 çулхи граждансене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассипе ярмăркка иртнĕ. Унта 10 ĕç паракан хутшăннă. Çакăн хыççăн 76 вăхăтлăх ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Çул çитменнисене информаципе тивĕçтерес тĕллевпе ятарлă программа туса хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн 14-18 çулхи граждансене ĕç ыйтăвĕсемпе, çуллахи вăхăтра ĕçпе тивĕçтерессипе, тĕрлĕ профессисемпе паллаштарассине йĕркеленĕ. Кунсăр пуçне ЧР вĕренÿ заведенийĕсем, кĕнеке куравĕсем, «Çĕнĕ тата сайра профессисем» буклетсем хатĕрленĕ. Ачасен çуллахи канăвне усăллă ирттерес тĕлĕшпе тĕрлĕ организацисемпе 15 килĕшÿ тунă. Ачасен ĕç тапхăрĕ 18 кунпа танлашнă, кашнине вăтамран 601 тенкĕ ытла тÿленĕ. Вĕренекенсем ытларах район центрне тата Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн территорине тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе ĕçленĕ. Кунпа пĕрлех вĕсем шкулти сĕтел-пукана юсаса çĕнетнĕ, шкул çумĕнчи сад-пахчара тăрăшнă. Тĕпрен илсен, нумайрах чухне ачасем пахча çимĕç культурисене, çĕр улмине, улма-çырла йывăççисене, парниксене пăхса тăнă. Йывăçсем лартас, шкул библиотекисенче картотекăсем хатĕрлес, ясли ушкăнне çÿрекен ачасен воспитателĕсене пулăшас ĕçрен те уйрăлса юлман. 15 аслă ăру çыннине социаллă пулăшу пама хутшăннă. Кăçал çамрăксене вăхăтлăх ĕçленĕшĕн тÿлеме федераллă бюджетран 157 пин тенкĕ уйăрнă. 14-18 çулхи 223 ачана вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтермелле пулнă. Чăннипе вара, 261 вĕренекен ĕçленĕ, ку вăл çулталăк планĕн 117 проценчĕ. 14-18 çулхи граждансене вăхăтлăх ĕçленĕшĕн 160697, 80 тенкĕ тăкакланă, вăл шутра федераллă компенсаци фондĕнчен 157000 пин тенкĕ, 154000 пин тенкĕ – пурлăх пулăшăвĕ, ĕç паракансен шутĕнчен 3967, 80 тенкĕ ĕç укçи.
Обществăлла ĕç
Обществăлла ĕç – социаллă усăллă ĕç шутланать. Ăна патшалăх халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем, хăй тытăмлăх органĕсем тата предприятисем йĕркелесе пыраççĕ. Районĕпе илес пулсан, çак ĕç анлă сарăлнине палăртма пулать. Кăçалхи тăхăр уйăхра обществăлла ĕçе йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе 22 килĕшÿ тунă. Ĕçе 117 çынна явăçтарнă. Ку вăл палăртнин 97, 5 проценчĕ. 117 çынран 66 проценчĕ хĕрарăмсем. Çавăн пекех 6 уйăх ытла ĕçлемесĕр пурăннисем – 48 процент. Обществăлла ĕçе хутшăннисен вăтам тапхăрĕ 0, 9 уйăхпа танлашать. Обществăлла ĕçе йĕркелес тĕлĕшпе 146, 80 пин тенкĕ тăкакланă. Çав шутран 125, 10 пин тенки федераллă бюджетран, 8, 7 пин тенки – вырăнти бюджетран, 13, 0 пин тенкине ĕç паракансем уйăрнă.
Социаллă хÿтлĕх
Ĕç рынокĕнче граждансене ĕç тупса парасси – паянхи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Акă, инвалидсем, нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ, пенсие тухас умĕнхи граждансем тата ыттисем те вăхăтлăх ĕç шырани час-часах тĕл пулать. Кун пек çынсем валли ĕç паракансемпе тăватă килĕшÿ тунă. Çав шута Хусанушкăнь, Штанаш, Питĕркасси ял тăрăхĕсем тата Хĕрлĕ Чутайри коммуналлă хуçалăх предприятийĕ кĕрет. Вăхăтлăх ĕçе 5 çынна хутшăнтарнă, вĕсенчен 4-шĕ инвалид, пĕри пенсие тухас умĕнхи çын. Çак çынсем рабочи тата хут ĕçĕпе тăрăшакан тивĕçĕсене пурнăçласа пынă. 2008 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 13 инвалида ĕçсĕррисен учетне илнĕ. Ку таранччен ĕç шыраса çÿренĕ çынсене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе федераллă бюджетран 6, 84 пин тенкĕ тăкакланă.
Пуçласа ĕç шыракансене – пулăшу
Пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ заведенийĕсене пĕтернĕ çамрăксене ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе 18 çултан пуçласа 20 çулхи яш-кĕрĕме вăхăтлăх ĕç тупса парасси малалла пулса пырать. Январь-сентябрь уйăхĕсенче вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ 2 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Вĕсемшĕн 6, 05 пин тенкĕ тăкакланă. Çав шутран 4, 6 пин тенки федераллă бюджетран, 1, 45 пин тенки – вырăнти бюджетран.
Професси пĕлĕвĕ илеççĕ
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçсĕр пурăнакан граждансене професси пĕлĕвĕ илме те пулăшать. Ăста кадрсем вара районти предприятисемпе организацисене питĕ кирлĕ. Кăçал 42 çын професси пĕлĕвĕ илме вĕреннĕ. Ку вăл малтан палăртнинчен ытларах. Вĕренме 32 хĕрарăма хутшăнтарнă. Çамрăксем вара 26 çын пулнă. Вĕренекенсем ПЭВМ операторĕн, газ оборудованине юсакан тата ĕçлеттерекен слесарĕн, продавец-кассирăн, массажистăн, пĕтĕмĕшле строительство ĕçĕсен мастерĕн специальноçĕсене алла илнĕ. Çавăн пекех бухгалтерăн 1:С квалификацине ÿстернĕ. Çапла вара 40 çын професси пĕлĕвĕ илнĕ. Вĕренĕве вĕçленĕ 14 çын çĕнĕ професси туяннă, 20-шĕ – пĕлĕве, 6-шĕ квалификацие ÿстернĕ. Вĕсенчен 15-шĕ ĕçе вырнаçнă. Вĕренÿ вăхăчĕ вăтамран 2 уйăхпа танлашнă.
Специальность парас тĕллевпе
Кашни вĕренекен чун-чĕринче харпăр хăйне килĕшекен профессие суйласа илесси тĕп вырăн йышăнмалла. Ку енĕпе шкул ачисене ашшĕ-амăшĕсемпе учительсен тивĕçлĕ пулăшу памалла. Çак ĕçрен ĕçпе тивĕçтерекен центр та аякра юлмасть. Пĕтĕмшле пĕлÿ паракан шкулсене çÿрекенсем валли кăçал профориентаци уйăхлăхĕ ирттернĕ. Тĕл пулусенче «Профессисен тĕнчи», «Эпĕ професси суйлатăп», «Эпир суйласа илекен çул-йĕр», «Ĕç рынокĕ тата манăн пулас професси» тата ытти темăсемпе калаçнă. Çавăн пекех професси суйласа илме пулăшакан кĕтессем, литература куравĕсем, тĕрлĕ стендсем йĕркеленĕ. Вĕренекенсен шухăшне пĕлес тĕллевпе анкетировани ирттернĕ. Ачасем хăш профессие кăмăлланине пĕлес шутпа 81 хĕрача, 99 арçын ача тестировани витĕр тухнă. Кăçал планпа палăртнă тăрăх 1854 çынна профориентаци пулăшăвĕ памалла пулнă. Çак тапхăрта 2464 çамрăк ку енĕпе пулăшу илнĕ. 1426 яш-кĕрĕме професси çинчен тĕрлĕ информаци панă, 43-шне социаллă пулăшупа тивĕçтернĕ, социаллă адаптаци витĕр 18 çын тухнă. Ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕçсĕр 43 граждана психологи пулăшăвĕ панă. Вĕсем «Ăнăçлă ĕçе вырнаçмалли мĕн пур вăрттăнлăхсем», «Пуласлăх пирĕн алăра», «Хама шанатăп» тренингсене хутшăннă. Çакăн хыççăн 10 çынна ĕçе вырнаçтарнă, 4-шне професси пĕлĕвĕ илме вĕренме янă.
Харпăр хăй валли – кирлĕ ĕç
Граждансене предпринимательство ĕçне хутшăнтарасси те кирлĕ задачăсенчен пĕри. Ĕçпе тивĕçтерекен служба тĕллевĕ вара кун пек çынсене комплекслă пулăшасси. Çак тĕллевпе центр специалисчĕсем вăр-вар, пултаруллă çынсемпе курса калаçаççĕ, предпринимательство ĕçĕнче кирлĕ пулакан тĕрлĕ информаци пама тăрăшаççĕ. Предпринимательсен ретне тăракансене укçа-тенкĕ енчен пулăшасси те вĕсемшĕн ют мар. Ĕçпе тивĕçтерекен центрта кăçалхи апрелĕн 18-мĕшĕнче «Харпăр хăй ĕçне мĕнле пуçламалла» ятпа вĕренÿ семинарĕ ирттернĕ. Вăл интереслĕ пулнă, унта хутшăннисенчен нумайăшĕ хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтернĕ. Çапла вара хăш-пĕрисен предприниматель ĕçне хутшăнма шанчăк çуралнă. Харпăр хăй валли кирлĕ ĕç шыракансене пулăшма пурĕ 6, 05 пин тенкĕ тăкакланă. Çав шутран семинар-тренинг ирттерме 5, 55 пин тенкипе, 0, 5 пин тенкипе укçа-тенкĕ енчен пулăшма усă курнă.
Ĕç шыраса – аякри хуласене
Пирĕн района ĕç вăйĕ аякран килсех тăрать теме çук. Çав вăхăтрах хамăр халăх кÿршĕ облаçсене ĕçлеме кайса çÿрет. 18-29 çулхи çамрăксем, аслăраххисем те Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ регионĕсенче вăхăтлăх ĕç тупаççĕ. Кун пеккисем Мускавра, Мускав облаçĕнче, Волгоград облаçĕнче тата ытти çĕрте те ĕçлесе тăван тăрăха укçа-тенкĕпе таврăнаççĕ. Кăçал ĕçпе тивĕçтерекен центра çак ыйтупа 13 çын пынă. Центр урлă Раççей Федерацийĕн ытти регионĕсене ĕçлеме 7 çынна янă.