Çуллахи сезона хупса – эстафета
Хĕрÿ тупăшăва шкул çулне çитмен спортсменсем уçрĕç. Мăн Этмен шкулĕ çумĕнче йĕркеленнĕ шкул çулне çитмен ачасен ушкăнне тата Хĕрлĕ Чутайри “Пилеш” ача садне çÿрекенсене аслисем хавхалантарса пычĕç, дистанцие ăнăçлă вĕçленĕ ятпа саламларĕç, премипе чысларĕç.
Вĕсем хыççăн 1-4-мĕш классенче вĕренекенсем старта тăчĕç. Ку ушкăнра Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче ăс пухакансем малти вырăна алран ямарĕç. Иккĕмĕш вырăна Мăн Этмен шкулĕ тивĕçрĕ, виççĕмĕш – Штанаш.
5-7-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинчи кĕрешÿре хĕрлĕчутайсем палăрчĕç, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене штанашсемпе çĕнатикассисем пайларĕç.
8-9-мĕш классем хушшинчи тупăшу пысăк хастарлăхпа иртрĕ. Ку хутĕнче те хĕрлĕчутайсем малти вырăна çĕнсе илчĕç. Вĕсем хыççăн финиша çĕнатикассисем çитрĕç, виççĕмĕш – мăнэтменсем.
Аслă классенче вĕренекенсем хушшинчи кĕрешĕве сăнама аван пулчĕ. Старта районти чи вăйлă спортсменсем тухрĕç. Хĕрлĕ Чутай, Çĕн Атикасси, Мăн Этмен вăтам шкулĕсенчи çăмăл атлетсем, кашни командăра 10-шар çын 400-шар метрлă дистанцие чупса, ăмăртрĕç. Малтанхи тапхăрта хĕрлĕчутайсем пĕрремĕш вырăна çирĕп тытса пычĕç, юлашкинчен çĕнатикассисем вăй илчĕç, вĕсемех пурне те чылай хыçа хăварса чемпионсем пулса тăчĕç.
Сатлайкинсемпе (Штанаш) Герасимовсем (Питĕркасси) спорт çемйисен тупăшăвĕнче вăй виçрĕç. Иван Ивановичпа Елена Анатольевна тата вĕсен Ирина хĕрĕ эстафетăра палăрчĕç, çапла вара Сатлайкинсем пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç.
Район пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева спортсменсене пурне те илĕртÿллĕ тупăшусемшĕн чĕререн тав турĕ, çĕнатикассисене пысăк кĕрешÿре ăнăçу тунă ятпа уйрăммăн мухтарĕ, малашне те ăнăçу сунчĕ.