Çынсене шанчăк парсан пысăк ăнăçу тума пулать
Президент чикĕ леш енчи журналистсен Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕпе, тĕнче шайĕнчи ĕçтешлĕх малашлăхĕпе çыхăннă ыйтăвĕсене хуравланă. Республика пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, паянхи Чăваш Ен экономикишĕн кăтартуллă енсенчен пĕри – тĕрлĕ отрасле аталантарни. Ку – регионта тытса пыракан тĕллевлĕ политика кăтартăвĕ.
Республикăра чылай çул çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатас тĕллевлĕ анлă программăсем пурнăçланаççĕ: ялсене туллин газификацилени, автоçулсен, пурăнмалли çурт-йĕр строительстви, тĕслĕх библиотекăсен сетьне туни, çемье врачĕн офисĕсем, вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнетни. “Çакнашкал проектсем Чăваш Ен аталанăвĕшĕн стратеги пĕлтерĕшлĕ, вĕсем хушма çирĕплĕх кÿреççĕ, финанспа тата экономикăпа çыхăннă кисренÿсенчен упраççĕ”, – тенĕ Президент. Çакă республикăн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерет, тĕрлĕ енлĕ ĕçтешлĕх йĕркелемелли никĕсе çирĕплетет, Чăваш Енри пурнăçа хăтлăх кÿрет, малашлăх тĕлĕшпе шанчăк çуратать. “Çынсене шанчăк парсан регионта та, çĕршывра та пысăк çитĕнÿсем тума пулать”, – палăртнă Н.Федоров.
Тĕл пулура транспорт, туризм, информаци технологийĕсен аталанăвĕшĕн, ĕçтешлĕх тата культура çыхăнăвĕсене çирĕплетессин ыйтăвĕсене те çĕкленĕ. Чикĕ леш енчи информаци агентствисен ертÿçисемпе представителĕсем республикăри ырă улшăнусене пысăка хурса хакланă, Чăваш Енĕн тĕп хули илемлĕ те тирпейлĕ пулнине палăртнă. “Шупашкар хулин каçхи çутисем Лондонпа Сан-Францискăринчен те илемлĕрех”, – тенĕ тĕл пулăва хутшăннисем.