Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Уголовнăй шырав – йывăр та интереслĕ ĕç

Октябрĕн 5-мĕшĕнче уголовнăй шырав ĕçченĕсем хăйсен службине туса хунăранпа 90 çул çитнине паллă тăваççĕ. Уяв ячĕпе уголовнăй шыраври сотрудниксене тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн ЧР Шалти ĕçсен министерствин Хисеп грамотипе тата медальпе чысларĕç.

Уголовнăй шырав оперуполномоченнăйĕсен ĕçĕ çăмăл тесе калама çук. Тепĕр чухне вĕсен ку е вăл преступление уçса парассипе, айăпланакансене шырассипе, çухалнă çынсене тупса палăртассипе талăкĕпех ĕçлеме тивет.

Сăмах май, паян районти шалти ĕçсен пайĕн уголовнăй шырав уйрăмĕнче 4 сотрудник тата пĕр кинолог тăрăшать. Уйрăмăн начальникĕн тивĕçĕсене милици майорĕ В.Г.Белов туса пырать. Вăл аслă пĕлÿллĕ специалист. Аслă оперуполномоченнăй милици капитанĕ В.Н.Шуськин та уголовнăй шыравра ĕçлеме ятарлă юридици пĕлĕвĕ илнĕ. Р.Р.Агаповпа С.Н.Яковлев лейтенантсем вара сыщикра пĕр çул ĕçлеççĕ. Çак ĕçре çамрăк сотрудниксене пуян опыт пухнă оперуполномоченнăйсем пулăшса пыраççĕ. Чылай чухне преступленисене уçса парас ĕçре А.Г.Краснов кинолог хăйĕн тăватă ураллă тусĕпе пысăк пулăшу парать.

Çакăнтах хăй вăхăтĕнче уголовнăй шырав ĕçĕнче пысăк тÿпе хывнă ветерансене сотрудниксене асăнмалла. Акă, М.Ф.Серинпа А.Ф.Никитин уголовнăй шыравра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. И.В.Герасимов (паянхи кун суд председателĕн çумĕ пулса ĕçлет) пирки калас пулсан та, шалти ĕçсен пайĕнче преступленисене уçса парас тивĕçе чыслăн пурнăçланă, ĕçпе ырă ята çĕнсе илнĕ. П.Л.Дмитриев (хальхи вăхăтра Çĕмĕрлери шалти ĕçсен пайĕнче вăй хурать) та уголовнăй шыравра ĕçлесе ултавçăсемпе преступниксене чылайăшне «тăрă шыв» çине кăларнă.

«Уголовнăй шырав ĕçĕ милицин ытти ĕçĕсенчен урăхларах, унăн «тыткăнĕнчен» тухаймăн – интереслĕ ĕç» – теççĕ çак службăра тăрăшакансем. Палăртмалла, шырав оперуполномоченнăйĕсем ытларах йывăр преступленисене уçса парассипе тимлеççĕ. Паллах, вĕсене çăмăл мар ĕçре милицин тĕрлĕ службинче тăрăшакансем пулăшса пыраççĕ. Акă, 2008 çулхи 9 уйăхра асăннă уйрăмри сотрудниксен тăрăшулăхне пула мĕн пур преступленисен 90, 3 процентне уçса панă. Тĕпчев ушкăнĕ ĕçре мĕнле кăна йывăрлăха тÿссе ирттермен-ши; Çулталăк пуçланнăранпа вĕсем айăплавран тарса çÿренĕ 9 преступнике тытса чарнă, çухалнă 12 çынна тупса палăртнă, саккунсăр майпа пăшал тытса усранă 2 тĕслĕх тупнă, наркотикпа çыхăннă 2 преступление уçнă. Хваттер тата кĕсье вăррисемпе çыхăннă ĕçсене уçса парасси те питĕ кăткăс. Анчах районти сыщиксем вĕсене те çаклатаççĕ. Пĕрре вăрлама вĕреннĕ çын тепре çак ĕçпех çакланатех. Çак логикăна тĕпе хурса тимлеççĕ те ĕнтĕ вĕсем хăйсен кулленхи ĕçĕнче.

Шырав оперуполномоченнăйĕсем тĕрлĕ преступлени пирки чылай каласа пама пултараççĕ. Хăшĕсем фильмри детективсем пекех – хăрушă преступниксене тытса чараççĕ. Акă, тĕслĕх вырăнне кăçалхи майăн 9-мĕшĕнче пулса иртнĕ питĕ хăрушă преступление асăнар. Икĕ çамрăк тепĕр çынна пĕр шелсĕр кăвайт çинче çунтарни пĕтĕм района чĕтретрĕ.

Уголовнăй шыраври опытлă сотрудниксен тăрăшулăхне пула тата ЧР Шалти ĕçсен министерствин шырав управленийĕ пулăшнипе чи йывăррисен шутĕнчи преступление уçса панă.

Юлашкинчен милицин çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес ĕçри уголовнăй шырав службинче тăрăшакансене профессиллĕ уяв ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр. Сирĕн çемйĕрсенче килĕшÿпе ăнланулăх хуçалантăр.



"Пирěн пурнăç"
04 октября 2008
00:00
Поделиться