Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

«Çирĕп пирĕн çунатсем»

Пĕтĕм тĕнчери Ватă çынсен кунĕнче аслă ăрурисене тимлĕх уйăрассипе, вĕсен творчествăлла пултарулăхне палăртассипе “Çирĕп пирĕн çунатсем” фестивалĕн пĕтĕмлетÿ концерчĕ иртрĕ. Ватăсене уяв ячĕпе район пуçлăхĕ А.И.Криков ăшшăн саламларĕ, район аталанăвĕнче пысăк тÿпе хывнăшăн тав турĕ.

Паянхи куна район территорийĕнче 64 вăрçă участникĕ, вăрçă инваличĕсем – 34, ĕç ветеранĕсем – 2832, çапăçура пуç хунисен арăмĕсем – 38, вăрçăран таврăнсан вилнисен арăмĕсем – 260, таса ята тавăрнисем – 74. 2007-2008 çулсенче 22 çынна “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята парса чысланă.

Чи малтанах уява пухăннисем фойери ал ăстисен куравĕпе паллашрĕç. Хисеплĕ ватăсем хăйсем тĕрленĕ тĕрĕсене, йывăçран касса ăсталанă, çипрен çыхнă япаласене курава тăратнă. Фестивале хатĕрленсе ирттерессипе йĕркеленĕ комисси (председателĕ социаллă аталану пайĕн начальникĕ А.Н.Самсонов) кашнин ал ĕçне пăхса тухрĕ, тивĕçлĕ хак пачĕ.

Палăртнă вăхăт çитсен аслă ăру çыннисем тус-тантăшĕсен, тăванĕсен творчествăлла пултарулăхĕпе паллашма концерт залне пуçтарăнчĕç. Уява уçнă май, район пуçлăхĕ А.И. Криков хисеплĕ ветерансене уяв ячĕпе чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе саламларĕ, пире телейлĕ те мирлĕ пурнăç туса парассишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн, пурнăç опытне, чун-чĕре ăшшине шеллеменшĕн тав турĕ. “Раççей пенсионерĕсен пĕрлешĕвĕ” районти общество ертÿçи Ю.Е.Егоров салам сăмахне илчĕ, пенсионерсене çемье ăшши, канлĕ ватлăх сунчĕ. Унтан А.И.Криков район аталанăвĕнче пысăк тÿпе хывнăшăн Е.Грузинована (Хĕрлĕ Чутай), З.Перепелкинана (Кÿпеш), О.Ямброськинана (Серенкасси) Хисеп грамотисемпе чысларĕ.

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ В.И.Ярабаева хăй сăмахĕнче 70-80 çулхисем районĕпе пурĕ 1698 çын пурăннине, 80-90 çулхисем – 780, 90-100 çулхисем – 84, пĕр ĕмĕртен иртнисем паянхи куна 4-ăн çут тĕнчепе савăнса пурăннине пĕлтерчĕ, Туктамăшри Л.Тинехпейкинана çуралнă кунĕ Пĕтĕм тĕнчери ватăсен уявĕпе пĕр килнипе саламларĕ.

Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрăн директорĕ М.В.Глухова Ветерансен çурчĕсенче çемье ăшшине туйса пурăнакансене Ю.Даниловпа (Березовка) М.Лапаевана (Атнар) обществăлла ĕçсенче хастарлăхпа палăрнăшăн Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Уяв программине малалла ял тăрăхĕсенчи чи пултаруллă та хастар ватăсем тăсрĕç. Кинемейсемпе мучисем юрласа та ташласа, халăх инструменчĕсемпе выляса, сăвă-такмак каласа тĕрлĕ номинацире тупăшрĕç.

Уява Тралькасси ял тăрăхĕнчи ватăсем уçрĕç. З.Чернова хăй сăвăланă, хăех кĕвĕленĕ “Проçок çулĕ” юрăпа сцена çине тухрĕ. Е.Скворцова та илемлĕ те янăравлă юрăпа савăнтарчĕ.

Ачкасси ял тăрăхĕнчен О.Ямброськинапа В.Федоров фестивале хутшăнчĕç. Валентин Григорьевич “Шупашкар” юрра хăватлă шăрантарчĕ.

Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнчи ватăсем пуян концерт кăтартрĕç. Н.Почейкина “Чунăм савăнать” сăвва пултаруллă вуларĕ. Р.Мидакова “Йăмрасем” юрăпа куракансене тыткăнларĕ, Е.Тайкина “Кĕрен чечек” юрăпа пурне те савăнтарчĕ. Л.Аргандейкин купăспа ташă çеммисем янăратрĕ. Е.Тайкинапа Е. Грузинова пенсионерсем шÿтлĕ сценкăпа халăх асăнче юлчĕç. Ю.Чубайкина балалайкăпа ăста вылярĕ. П.Васюкована таврара пурте пĕлеççĕ. Халĕ вăл 88 çулта. Апла пулин те Перасковья Ивановнан пултарулăхĕ иксĕлми. Фестивальре вăл “Сорăм вăрманĕ” юрăна ăста юрласа пачĕ.

Ветерансен хорĕ чăваш халăх юррисене мăнаçлăн шăрантарчĕ. Жюри вĕсен пултарулăхне пысăк хак пачĕ.

Питĕркасси ял тăрăхĕнчен Ю.Егоров “Яка çулпа машинăпала” юрăпа халăх умне тухрĕ.

Кив Атикасси ял тăрăхĕн ятне З.Чемалина купăсçă тата Р.Аксакова юрăç хÿтĕлерĕç.

Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчен уява Тури Çĕрпÿкассинчи Е.Яковлевапа Л.Медведев хутшăнчĕç. Екатерина Андреевна чăваш туй арăмĕн çи-пуçĕпе сцена çине тухса темиçе юрă та шăрантарчĕ. Ан тив, купăс-баянсăр пулин те, кинемей чăваш юррисене кăмăлтан юрларĕ.

Штанаш ял тăрăхĕпе илсен, Г.Зотова педагог-çыравçă хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.

Чутай ен юрăçи, композиторĕ З.Спиридонова районти ватăсене сума суса тăванлăх юррисем парнелерĕ.

Юлашкинчен комисси членĕсем фестивале пĕтĕмлетрĕç, чи-чи пултаруллисене палăртрĕç. Сăмах май, ял тăрăхĕсенчен килнĕ пултаруллă ватăсенчен пурте тенĕ пекех район пуçлăхĕн Дипломне тивĕçрĕç. Вĕсен кашнин ăсталăхне уйрăммăн палăртрĕç, районти ватăсен “çуначĕсем” чăннипех çирĕп пулнине каларĕç.



"Пирěн пурнăç"
04 октября 2008
00:00
Поделиться