Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ватта сума сăвакан – хăй те ырă куракан

Вулакансем кашни çулах октябрĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери Ваттисен кунне паллă тунине пĕлеççех ĕнтĕ.

Ăна 1990 çулта ПНО генеральнăй ассамблейи правительствопа общество аслă ăрури çынсен йывăрлăхĕсене ытларах тимлĕх уйăрччăр тесе йышăннă. Районта та асăннă уява халалласа мероприятисем сахал мар иртрĕç: ватăсемпе тĕл пулусем, концертсем... Ял тăрăхĕсенче уяв умĕн аслă ăрурисене хисеплесе, сума суса, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç, пĕччен пурăнакан тата тухса çÿреймен ватăсем патне вырăна тухса хăй вăхăтĕнче район аталанăвĕнче пысăк тÿпе хывнăшăн, вĕсем пурăнса ирттернĕ пархатарлă кун-çулĕ çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх вырăнче пулнине, ватăсене май килнĕ таран пулăшасси кашнин тивĕçĕ пирки каларĕç, ăшă сăмахсемпе тав турĕç.

Ватăсене манманни, хисеплени аван. Тĕрĕссипе, аслă ăру çыннисене пиртен нумай та кирлĕ мар. Вĕсемшĕн чи пахи – ырă кăмăл, ăшăлăх, ăнланма пĕлни, тимлĕх уйăрни. Вĕсем-çке пире, ачисене, тăван киле килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Ывăл-хĕрĕ хаклă парне туни кирлĕ мар вĕсене, ашшĕ-амăшне килсе курни, юнашар ларса калаçни, аслисене вырăна хуни тата хуçалăхри хăш-пĕр ĕçе туса пулăшни паха вĕсемшĕн.

Апла пулсан, вĕсене ăнланасчĕ, май килнĕ таран пулăшасчĕ. Эпир никам та ĕмĕрлĕх килмен çак тĕнчене. Ватта сума сусан, тен, хамăра та ватлăх енне сулăнсан, ырăлăх кĕтĕ.



"Пирěн пурнăç"
01 октября 2008
00:00
Поделиться