Вăй-хăвачĕ ăçтан тупăнать
Ăна Советскипе Октябрьски урамĕсене çыхăнтаракан тăкăрлăка йĕркене кĕртесси шухăшлаттарать иккен. Ара, çулсем иртнĕ май çав тăкăрлăк çÿп-çап айне путнă, хăш-пĕр тĕлте çынран çÿллĕ ÿснĕ хыт-хура ашкăрса ларнă... Тепĕр йывăрлăх вăл – йĕпе-сапа вырăн кунта. Çумăр çуса иртсенех шыв кÿлленчĕкĕсем çуталса выртнă. Зоя Матвеевна, Советски урамĕн старости, çав тăкăрлăкра иртен-çÿрен утса иртнĕ чухне асапланнине пайтах курнă. Çавăнпа ăна хăпартса йĕркеллĕ çул тăвас шухăш кĕрсе вырнаçнă та унăн пуçне.
Малтанах, икĕ эрнерен тăкăрлăк тасалчĕ. Унтан Зоя Матвеевнан ывăлĕ, Валерий Николаевич, бетон юпасене тракторпа сĕтĕрсе килчĕ. Вĕсене çулăн икĕ хĕррипе, 200 метр тăршшĕ, хурса тухрĕç. Юпасем хушшине вак чул тултарчĕç, витресемпе тултса хăйăр сарчĕç. Кунта çакна палăртса хăвармалла. Зоя Матвеевна кашни ирех, хăйĕн пахчине тухнă пек, кĕреçе, витре йăтса ĕçе каять. Çулĕ те сахалах мар-ха унăн – 75 çулхи кинемей вăл. Чун-чĕререн тăрăшнине кура ăна çывăхра пурăнакансем тивĕçлĕ пулăшу пачĕç. Георгий Горбунов, Валерий Агашкин, Роза Китова, Галина Гусельщикова пенсионерсем, Игорь Почейкин, Валерий Грачев, Леонид Ильин тата ыттисем те тăкăрлăкра çул тăвас ĕçе хастар хутшăнчĕç. Кинемей ертсе пынипе çынсем алла-аллăн тăрăшрĕç, хăйсен вăй-халне шеллемерĕç.
Зоя Матвеевна чăннипех ял старости ятне çÿлте тытать. Халăхпа пĕр чĕлхе тупма пĕлет, коллектива пĕр чăмăра пĕрлештерме ăста. Обществăлла ĕçе ыттисене хутшăнтарма хастар вăл. Кунпа пĕрлех килте те лара-тăра пĕлмест. Картишĕнче тĕрлĕ тĕслĕ чечексем асамлăн çунса лараççĕ. Пур çĕрте те тирпейлĕх хуçаланать. Ĕлкĕрме ăçтан вăй-хăват тупать-ши вăл?