Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Халăх шанăçне тÿрре кăларнă

Геннадий Николаевич Дьячков – Пантьăк ялĕнче çуралса ÿснĕ. Кăçалхи октябрĕн 6-мĕшĕнче 80 çул тултаракан ĕç ветеранĕ халĕ те унтах пурăнать. Пурнăçра хура-шур сахал мар курнăскерĕн, аса илмелли чылай. «20-мĕш ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче пирĕн кил-йыш Сăр юхан шывĕ хĕрринчи яла куçса килнĕ те унта пысăках мар колхоз йĕркеленĕ. Çав хуçалăха ертсе пыма манăн аттене шаннă. Унта хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçе аталантарса янă. Утарта 100 вĕлле ытла пулнă. Çапла вара манăн ачалăх Сăр юхан шывĕ хĕрринче иртрĕ», – каласа пачĕ Геннадий Николаевич.

1945 çулта вăл Пантьăкри вăтам шкулăн 9-мĕш класĕнчен вĕренсе тухнă. Ун чухнехи «Сура» колхозра учетчикра, звеневодра ĕçленĕ. Хыççăн ăна ялти çыхăну уйрăмĕн начальникне лартнă. «Аслă вăрçă çулĕсем халĕ та асрах, – хăйĕн шухăшне пĕлтерет Геннадий Николаевич. – Йывăр вăхăтра пире вĕренме те, ĕçлеме те тÿр килчĕ. Акă, асаттепе пĕрле вăкăрпа вутă тата утă турттараттăмăр. Вăкăрпах колхоз уйĕсене сухалама, сÿрелеме хутшăнаттăм. Уйран кĕлте кÿрсе йĕтем çинче авăн çапни те куç умĕнчех. Ытти ĕçсене те хĕрарăмсемпе ватă-вĕтĕ пурнăçланă çав çулсенче. «За доблестный труд в Великой Отечественной войне 1941-1945 г.г.» медале тивĕçнĕ май халĕ тыл ветеранĕ шутланатăп.

Вăхăт çитсен Г.Дьячков салтак гимнастеркине тăхăннă. Вăл 1947-1952 çулсенче Тинĕс Çар флотĕнче службăра тăнă. Хĕрлĕ Ялавлă шыв ай киммисен дивизи штабне лекнĕ чăваш каччи. Вăл хĕсметре «тĕп старшина» званийĕпе çÿренĕ, тăван яла вара «капитан-лейтенант» ятне илсе таврăннă. Шыв ай киммин командирĕн политика енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă. Ăна «Совет çарĕпе Тинĕс-çар Флотне – 30 çул» медальпе наградăланă.

Çартан демобилизаци йĕркипе таврăнсан Геннадий Николаевич районти социаллă пулăшу пайĕн инспекторĕнче ĕçлеме тытăннă. 1953 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн 10-мĕш класне çул тытнă, вĕренÿ çулне ăнăçлă вĕçлесе вăтам пĕлÿ илнĕ. Малашлăха туртăннă май Мускаври КПСС Тĕп Комитечĕ çумĕнчи партин аслă шкулне пĕтернĕ, аслă пĕлÿллĕ çын пулса тăнă. Ку вăл 1970 çулта пулнă.

Г.Дьячков 1954 çултан пуçласа пенси илме пуçличчен районти влаç органĕсенче тĕрлĕ должноçсенче тăрăшнă. Акă, культура пайĕн инспекторĕ, заведующийĕ пулнă. Райĕçтăвком секретарĕнче, райплан председателĕнче, КПСС райкомĕнче, «Искра» тата «Путь Ильича» колхозсен партком секретарĕнче, райĕçтăвком председателĕн çумĕнче, районти гражданла оборона штабĕн начальникĕнче ĕçленĕ. Кирек ăçта та вăл ĕçе юратса пурнăçланă, пуçланă ĕçе вĕçлемесĕр лăпланман. Çынна шанма хăнăхнă, анчах тĕрĕслеме те ÿркенмен. Кунпа пĕрлех халăхшăн тăрăшасси, унăн пурнăç шайне ÿстерессишĕн вăй хурасси Геннадий Николаевичăн пурнăç тĕллевĕ шутланнă.

«Тума май çуккине шантарма юрамасть, çынна итлеме пĕлмелле, ырă сĕнÿсене пурнăçа кĕртессишĕн вăй-хала шеллемелле мар, – тет Г.Дьячков. – Сăмахран, райĕçтăвком секретарĕнче ĕçленĕ вăхăтра район Канашĕн яланхи комиссийĕсемпе тачă çыхăну тытаттăм, вĕсем планпа ĕçлессине йĕркелеттĕм, çапла вара кашни депутата район экономикине тĕреклетес тĕлĕшпе халăха ĕçе явăçтарма хутшăнтарма тăрăшаттăм. Культура пайĕнче ĕçленĕ çулсенче кашни ял халăхне кинофильмсем кăтартассине йĕркелесе ятăмăр... Клубсем çумĕнче кирпĕчрен купаласа кинобудкăсем турăмăр. Ялсенчи культура ĕçченĕсем çавăн пекех Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунă ентешсене сума суса лартнă палăксене çĕклес ĕçре хастарлăх кăтартрĕç. Çав çулсенче культурăпа çут ĕç учрежденийĕсем валли кадрсем хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăраттăмăр».

Халăха художество пултарулăх ĕçне явăçтарас ĕçе те анлă сарса янă. Акă, районта иртекен ĕçпе юрă уявне яш-кĕрĕм йышлă хутшăннă. Чылай çамрăк зонăри, республикăри фестивальсемпе конкурссенче лауреат ятне çĕнсе илнĕ.

Хĕрлĕ Чутайри, Атнарти Культура çурчĕсем, райцентрти халăх хорĕ уйрăмах çитĕнÿсем тунипе палăрса тăнă. Коллектива А.И.Стекольщиков ертсе пынă. Хор Раççейри, республикăри пултарулăх ăстисен конкурсĕсенче пĕрре кăна мар çĕнтернĕ. Культура учрежденийĕсен пурлăх бази палăрмаллах çирĕпленнĕ.

Геннадий Николаевич ертÿçĕ пиçĕлĕхне тата халăхпа ĕçлес пултарулăха «Искра» колхозри партком секретарĕнче тăрăшнă çулсенче уйрăмах çывăх туйса илнĕ. Хуçалăха А.Д.Смалайкин ертсе пынă. Каярахпа вăл Социализмла Ĕç Геройĕ ятне тивĕçнĕ. Кунта утмăлмĕш çулсенчех кадрсемпе ĕçлессине тĕпе хунă – комплекслă бригада бригадирĕсене, ферма заведующийĕсене, ял хуçалăх специалисчĕсене хăйсене ĕçре кăтартнă çынсене лартнă. Çавăн пекех малта пыракан опыта вĕренме, ĕçе кĕртме тăрăшнă. Ял ĕçченĕсене çак тĕллевпе Муркаш районĕнчи «Знамя труда», Етĕрне районĕнчи «Аврора», Улатăр районĕнчи «Красный луч», Чул хула облаçĕнчи Пильна районĕнчи «Путь к коммунизму» колхозсене илсе кайса кăтартнă. Утаркассинче вара малта пыракансен опытне вĕрентмелли шкул уçнă.

Парткомпа правлени пуçарулăх кăтартнипе колхозра хастар та пултаруллă çынсен йышĕ ÿснĕ. Акă, П.В.Долгов тракториста Ленин орденĕпе, М.А.Жижайкина Ĕçлĕ Ялав орденĕпе, Е.Ф.Иванова агранома Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата «Хисеп палли» орденсемпе, А.А.Куликов тракториста «Хисеп палли» орденпа, Е.М.Морозова пăру пăхакана Ленин, «Хисеп палли», Октябрьти революци орденĕсемпе, чылай медальсемпе наградăланă.

Геннадий Николаевич райплан (план комиссийĕ) председателĕнче ĕçленине час-часах аса илет. Район экономикине аталантарас, йышăнни пурнăçа мĕнле кĕрсе пынине тĕрĕслесе тăрас ĕçпе тачă çыхăннă вăл. Ĕç тăвакансем патне çитериччен план-заданисене план комиссийĕн ларăвĕсенче пăхса тухнă, чылай кăтартусене республикăри органсемпе килĕшсе палăртнă. Кун пек чухне вырăнти хушма ресурссемпе усă курасси, промышленноçа малашне аталантарасси, халăха кирлĕ таварсем ытларах туса кăларасси çине тимлĕ пăхнă. Çав çулсенче Хĕрлĕ Чутайри механизациленĕ вăрман хуçалăхĕ, пахча çимĕç типĕтекен завод, «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕ, типографи план-заданисене ăнăçлă тултарса пынă. Районăн экономикăпа социаллă планăн кăтартăвĕсене тата çитес çул планĕсене район депутачĕсен Канашĕн сессийĕсенче пăхса тухнă.

«Райĕçтăвком председателĕн çумĕнче ĕçленĕ чухне эпĕ халăха вĕрентес, сывлăх сыхлавĕ тата культура, суту-илÿпе обществăлла апатлану, вырăнти промышленноç ыйтăвĕсемпе тăрăшаттăм, – аса илет иртнине Геннадий Николаевич. – Çав вăхăтра суту-илÿ лайăх аталаннине палăртас килет. Çĕнĕ лавккасем, столовăйсем сахал мар уçăлчĕç. Халăха çăкăрпа тивĕçтересси лайăхланчĕ. Райпо республикăра малти вырăнсене йышăнатчĕ».

Геннадий Николаевич 1988 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. Çакăн хыççăн та вăл килте алă усса ларнине курман. Пантьăк ял çыннисем ун патне ыйтусемпе пыраççĕ. Вăл пурне те хăй пултарнă таран пулăшать. Килсене çут çанталăк газĕ кĕртнĕ вăхăтра унăн тĕрлĕ шайри ертÿçĕсемпе район прокурорĕ патне çитме тивнĕ. Ял çыннисене таса шывпа тивĕçтерес ыйтупа та вăл район ертÿçисем патне темиçе те çитнĕ. «Советская Чувашия» хаçатра «Картлă кĕвентесене хăçан музея парăпăр;» статья та пичетлесе кăларнă. Халĕ водопровод ĕçе каясса кĕтеççĕ.

«Юлашки 4-5 çул хушшинче «Карма çырма» текен вырăнта колхоз çĕрĕ çинчи вăрмана харпăр хăй тĕллĕн касса киле турттаракансем тупăнчĕç, – тет Г.Дьячков. – Çакăнпа килĕшсе ларма пултараймарăм эпĕ. Кун çинчен район пуçлăхне пĕлтертĕм, район хаçатне статья çырса ятăм. Тĕрĕслĕх çĕнтерчĕ. Çав вăрмана Хĕрлĕ Чутай лесничествине пачĕç».

Хăй вăхăтĕнче района аталантарассишĕн, унăн ырлăх-пурлăхне хушса пырассишĕн вăй-халне, пĕлĕвне шеллемен Г.Дьячков. Правительство наградисене тивĕçнĕ. Халĕ те халăха усă парас ĕмĕт-шухăшпах пурăнать вăл. 80 çулхи юбилей ячĕпе, Геннадий Николаевич!



"Пирěн пурнăç"
01 октября 2008
00:00
Поделиться