Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Яваплăх туйăмне ÿстермелле

Сентябрĕн 23-мĕшĕнче районта выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсен кунĕ иртрĕ.

Райадминистрацинче хатĕрленĕ графикпа килĕшÿллĕн, ĕçлĕ ушкăнсем хуçалăхсенчи фермăсене нихçанхинчен иртерех тухса кайрĕç. Сăлтавĕ çакăнта – ĕне сăвакан е выльăх самăртакан витере яра куна пулмасть-çке. Вăл кăвак çутăллах ĕçе çитет, ир 8-9 сехетсенче киле таврăнать. Тепĕр хут кĕтÿ фермăна кĕрсен унта васкать. Хальхинче, ушкăн ертÿçисем пĕлтернĕ тăрăх, дояркăсемпе те, пăру пăхакансемпе те, вăкăр самăртакансемпе те курса калаçма тÿр килнĕ. Çапла вара ферма ĕçченĕсен шухăш-кăмăлне, вĕсен пăшăрханăвне пĕлме май пулнă. Нумай çĕрте вĕсем хăйсен чунра пухăнса кайнине хуçалăх ертÿçисем умĕнчех каланă.

– Паян ял ĕçченĕсем умĕнче тăракан тĕп задача вăл – выльăх апачĕ çителĕклĕ хывса хăварасси, унăн пахалăхĕшĕн тăрăшасси. Фермăсене хĕле хатĕрлесе çитерсе выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе çулталăка ăнăçлă вĕçлесси, – терĕ район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ Александр Самылкин. – Эпĕ паян «Путь Ильича» ТЯО-ра пултăм. Чи малтанах Ачкасси ферминчи дояркăсемпе курса калаçрăм. Вĕсем заведующи ертсе пынипе малашлăха пăхса тăрăшаççĕ. Выльăх апачĕ пур. Ăна ферма çывăхне турттарса хунă. Строительство материалĕсем хатĕр. Хĕле кĕриччен вите урайне сарасшăн. Шел пулин те, территоринчен тислĕк кăларасси тăсăлса пырать.

Шулю ферминче юлашки вăхăтра ырă улшăнусем палăрчĕç. Ку аван ĕнтĕ. Анчах саппас выльăх апачĕ çукки пăшăрхантарать. Çамрăк пăрусем валли утă пачах кÿрсе килмен. Тислĕк пухăнса кайни те чăрмав кÿрет. Мĕншĕн тесен территори тăрăх унăн шывĕ юхать.

Ĕнесем вĕтелсе кайнă. Вĕсем çамрăк чухнех хăйсем тĕллĕн чупса юлнă. Кун пек ĕнесенчен тухăçлă сĕт кĕтсе илеймĕн. Выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕлентерессине йĕркелесе ямалла. Çакна та палăртмасăр хăвармалла мар пулĕ. Ферма ĕçченĕсене пур çĕрте те халатпа тата атăпа тивĕçтермелле. Ĕçшĕн тÿлессине лайăхлатмалла.

«Йăла» предприяти директорĕ Галина Столярова каланă тăрăх, «Коминтерн» ял хуçалăх кооперативĕ выльăх-чĕрлĕхе хĕллехи кунсене ăшăпа тата тулăх апатпа тивĕçтерес тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçлет. Акă, витесем аван, фермăсенче çĕнĕ технологипе ĕçлеççĕ. Механизмсемпе оборудовани юсавлă. Хальхи вăхăтра нимĕç пăрçи пухса кĕртес ĕç пырать. Ку таранччен 620 тонна утă, 1200 тонна сенаж, 2300 тонна силос хывса хăварнă. Ку вăл кашни условнăй выльăх пуçне 14, 5 центнер апат единиципе танлашать.

Хуçалăхăн паянхи кун тĕлне сумалли 420 ĕне. Пĕр кун хушшинче 4290 килограмм сĕт пухăннă. Кашни ĕне куллен вăтамран 10, 2 килограмм антарнă. Шел пулин те, ку иртнĕ çулхинчен 1, 2 килограмм сахалрах. Кооператив 100 гектар çĕр пуçне 64 центнер аш-какай, 380 центнер сĕт туса илсе кăçалхи тăхăр уйăхра пĕлтĕрхи шайран ÿстернĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, инфратытăм аталанăвĕн тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Иван Хораськин ушкăнĕ малтанах Никитин фермер хуçалăхĕнче пулнă. Унта кукуруза пухса кĕртме тытăннă. Кăçал 130 тонна утă, 450 тонна сенаж хатĕрленĕ. Хальлĕхе пĕр условнăй выльăх пуçне 15, 8 центнер апат единици лекет. 61 ĕнерен кунне 680 килограмм сĕт пухăнать е 11, 1-шер килограмм. Çакă иртнĕ çулхи ку тапхăртинчен нумайрах. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансене ĕç укçи шучĕпе тырă, улăм параççĕ.

«Нива» ял хуçалăх кооперативне çитсен кунта япăх мар лару-тăру пулнине курса ĕненнĕ. Витесене юсас ĕçе вĕçленĕ. Ку енĕпе ятарласа йĕркеленĕ бригада тăрăшнă. Дояркăсем халĕ ĕне пуçне вăтамран 9, 9 килограмм сĕт сăваççĕ. 100 гектар çĕр пуçне çак продукцие илессине кăçалхи 8 уйăхра пĕлтĕрхинчен ÿстернĕ. Анчах аш-какай сахалрах хатĕрленĕ.

Район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ольга Музякова пĕлтернĕ тăрăх, «Авангард» хуçалăхра хĕле кĕтсе илме вăтам хатĕрленеççĕ. Акă, кăçал 496 тонна утă янтланă. Ку вăл планăн 73 проценчĕ. Шел, силос та, сенаж та хывса хăварман.

Утаркасси ферминчен тислĕк кăларман. Вите чÿречисене питĕрмен-ха, çавăнпа шалта çил вылять. Выльăх апачĕ ферма çывăхĕнче сахал. Ферма ĕçченĕсем каланă тăрăх, дирекци ĕç укçи вăхăтра парать, вăл пĕчĕк виçерен кая мар.

Райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ Александр Башкиров «Победа» тата «Аккозинский» хуçалăхсене çитсе курнă.

– Иккĕмĕш Хурашашри фермăра 4 доярка ĕçлет, – терĕ вăл. – Пухăннă тислĕке кăларнă. Выльăх апачĕ çитет. Вите урайне сармалла. Ĕç укçи уйăхне вăтамран ĕне сăвакансен 3, 5 пин тенкĕпе танлашать. Ферма ĕçченĕсем каланă тăрăх, вĕсем лăш курмасăр ĕçлеççĕ. Канмалли кун та, уяв та çук. Хуçалăх ертÿçи кунта килсе курмасть. «Аккозинский» ЯХПК-ра выльăх апачĕ икĕ траншея хатĕрленĕ. Кунти пăру витин урайне йĕркене кĕртмелле. Чус пур. Ял çыннисем ĕçе тухасшăн мар. Вăй питтисем хушшинче эрехпе иртĕхекенсем йышлă.

Социаллă пулăшу паракан центр директорĕ Маргарита Глухова каланă тăрăх, «Свобода» колхоз хĕле тĕплĕ хатĕрленет. Витесем юсавлă, шалта таса. Пĕтĕм оборудовани йĕркеллĕ ĕçлет. Хуçалăх утă тата силос 100 процент, сенаж 250 процент чухлĕ хывса хăварнă. Пĕтĕмĕшле илсен, кашни условнăй выльăх пуçне 20, 4 центнер апат единици пур. Çапах та çакна палăртмалла. Колхоз 100 гектар çĕр пуçне сĕтпе те, аш-какайпа та пĕлтĕрхинчен япăхрах кăтартусемпе пырать. Çакăнтан тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тумалла.

Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Коробков «Асамат» хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Акă, Штанаш ферми хĕле хатĕр, кунта оборудовани çĕнĕ. Пĕрремĕш Хурашашра выльăхсем валли апат çителĕклĕ. Анчах пахалăхĕ япăх. Сĕнтĕкçырминче тислĕк пухăнса кайнă. Çурт тăрринчен шыв юхать. Пăрусене сивĕ шыв параççĕ. Кунта шыв уçлакан башня çĕрсе ÿкнĕ. Ăшă шыв хăçан пулĕ;

Чи хумхантараканни – ĕçшĕн тÿлес ыйту. Сăмахран, икĕ кĕтÿçе 6 тонна тырă пама шантарнă. Хальлĕхе 3 тоннипе кăна тивĕçтернĕ-ха. Кĕскен каласан, çитменлĕхсем пур. Вĕсене пĕтересси – хуçалăх ертÿçисен тивĕçĕ.

Районĕпе илес пулсан, кăçалхи сакăр уйăхра 100 гектар çĕр пуçне 20, 8 центнер аш-какай, 162 центнер сĕт туса илнĕ. Кашни ĕнерен 2418 килограмм сĕт сунă. Ĕне выльăх талăкра вăтамран 513 грамм, сысна 391 грамм хутшăнса пынă. Паян ĕне пуçне 8, 8 килограмм сĕт илеççĕ. Çак продукци таварлăхĕ 92 процентпа танлашать. Ку таранччен районĕпе 3472 тонна утă е 73 процент, 6250 тонна сенаж е 99 процент, 8050 силос е 48 процент хатĕрленĕ. Кашни условнăй выльăх пуçне 12, 5 центнер апат единици янтланă. Иртнĕ çул çак кăтарту 25, 3 центнера çитнĕччĕ. Апла пулсан, паян лăпланса лармалла мар. Выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарма, унран илекен тупăша ÿстерсе пыма ăшă вите тата тулăх апат кирлĕ. Ку енĕпе хуçалăх ертÿçисен яваплăха ÿстермелле.



"Пирěн пурнăç"
27 сентября 2008
00:00
Поделиться