Тенкĕ çумне тенкĕ
Пенси укçине хушса пырас ĕçе кам хутшăнма пултарать-ха; Кирек камăн та, вăл обязательнăй йĕркепе хăйне пенси страхованийĕ тунă пулсан, хутшăнма ирĕк пур. РФ Пенси фондĕнче гражданин ячĕпе уйрăм лицевой счет уçман чухне (сăмахран, вăл официаллă йĕркепе ĕçлемесен) пенси укçи пухăнса пыма хушма взноссем тÿлени çинчен çырнă заявленипе пĕрле Пенси фондне пуçласа регистрациленме кирлĕ сведенисем тăратмалла.
Заявление ĕç вырăнĕнче те, Пенси фончĕн территори органне те çырма юрать. 10 кун хушшинче хушма страховани взносĕсен программине кĕртнине пĕлтереççĕ.
Çакăн пек çĕнĕ йĕрке усăлли каламасăрах паллă. Унпа усă курасси районта та сарăлсах пырать.