Халăха çутăпа тивĕçтермелле
Çак ĕçе район территорийĕнче те пурнăçлассине сентябрĕн 23-мĕшĕнче райадминистрацин ларусем ирттермелли Пĕчĕк залĕнче комиссин пĕрремĕш канашлăвĕ иртрĕ. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприяти-организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç. Шел пулин те, ертÿçĕсем ларăва сахал килнĕ.
Чи малтанах район пуçлăхĕн çумĕ, инфратытăм аталанăвĕн тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ И.Л.Хораськин ЧР Президенчĕ республикăра “Да будет свет” фестиваль ирттерме йышăннине ырларĕ, ăна пурнăçа кĕртессипе вырăнта, уйрăм хуçалăхсенче, ял тăрăхĕсенче вăхăта сая ямасăр ĕçлемеллине каларĕ. Палăртмалла, фестивальре уйрăм çынсем те проект хатĕрлесе хăйсен пултарулăхне кăтартма пултараççĕ. Иван Лаврентьевич çак ĕçе архитекторсемпе дизайнерсене, художниксене явăçтармаллине, вăхăта тăсмасăр интереслĕ проектсем хатĕрлесе, ăна октябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне район комиссине тăратмаллине пĕлтерчĕ. Вăл район центрĕнче райпо лавккисем çинче каçпа тĕрлĕ тĕслĕ çутă паракан хунарсем вырнаçтарнине тĕслĕх вырăнне илсе кăтартрĕ, райпо председателĕн ĕçне ырларĕ.
Ларăва район пуçлăхĕ А.И.Криков пĕтĕмлетрĕ, халăх çÿремелли вырăнсене çутăпа тивĕçтерессине лайăхлатма, фестивале лайăх хатĕрленсе ирттерме хушрĕ.
Юлашкинчен çакна хушса калас килет. Паян электричество çутисĕр пĕр кун та пурăнма май çук. Район пуçлăхĕ çын пурăнакан вырăнсенчи урамсене çутăпа тивĕçтерме сĕнет. Тĕрĕс сăмахсем. Анчах пур-ха район территорийĕнче икĕ уйăх электричество çутисĕр уйăх асап тÿсекенсем – “Сельхозхими” предприяти пулнă территоринче пурăнакансем. Пилĕк çемье, вĕсенчи 7 ача унти çуртсенче асапланса пурăнаççĕ, ачасем çурта çутса урок тăваççĕ. Электричество çутипе усă курнăшăн тÿлемесĕр пурăннипе айăпа кĕмен вĕсем, малтанхи предприяти панкрута тухсан ун вырăнне çĕнĕ организаци йĕркеленнипе, çĕнĕ хуçасем килнĕренпе тĕттĕме юлнă çакскерсем. “Асамат” хуçалăх укçине пуçтараканĕ, тепĕр хуçи электричество линине татса яраканĕ. Çакна çутă юписем кивелнипе ăнлантараççĕ. Анчах мĕнле комисси килсе вĕсене тишкерсе хак панă; Юпасенчен пĕри те çĕрсе ÿкмен-çке, пурте йĕркеллех лараççĕ. Тĕрĕслĕх пур-ши кунта; Çăмăл шăпаран мар çакăн пек асап тÿсеççĕ вĕсем, ниçта тухса каймалли çуккипе тĕттĕме чăтаççĕ. Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче пурăнаççĕ, апла пулин те унăн пуçлăхĕ те нимĕнпе те пулăшаймастăп тет. Тĕрĕслĕхе ăçта шырамалла-ши; Тата миçе уйăх мĕскĕнсен упа шăтăкĕнчи пек тĕттĕмре пурăнмалла; Мĕн тери чунсăрлăх, чыссăрлăх кунта. Кам татса парĕ хуçасăр çуртсенче юлнисен хуйхине;