Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Автомашинăсене çÿреме меллĕ çул пулать

Çул-йĕр тăвасси çăмăл ĕç мар. Кунта хăватлă техника, ĕçе йĕркелеме пĕлни пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.

Район территорийĕпе илсен вара, ялсене хытă сийлĕ тата асфальт сарнă çулсемпе çыхăнтарасси япăх мар пулса пырать. Подрядчиксем ума лартнă тĕллевсене пурнăçласа пыраççĕ. Апла пулсан, ЧР Президенчĕн “Чăваш Республикинчи автомобиль çулĕсен строительствине хăвăртрах вĕçлемелли мерăсем çинчен” Указĕ тата унăн Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырăвĕнче ку енĕпе палăртнисем пурнăçланаççĕ.

Хальхи вăхăтра “Волгодорстрой” УАО-н строителĕсем Малиновка ял хушшине хытă сийлĕ çул çитерес тесе хыпаланса ĕçлеççĕ. Кунта 0, 54 километр тăршшĕ автомобиль çулĕ хывмалла. Çак объектра вĕсен 4 миллион та 968 пин тенкĕпе усă курмалла. Асăннă подрядчикăн тепĕр ушкăнĕ Хĕрлĕ Чутай салинчи Завод урамĕнче асфальт сарма çул хăпартассипе тимлет. Кăçал кунта 400 метра тăсăлакан урамра асфальт çул пулĕ.

Çавăн пекех Çĕмĕрлери “Чувашавтодор” коллективĕ “Сура – Тури Магарин – Триер – Покровское – Горбатовка” автоçул çинче вăй хурать. “Резон” ХАО ĕçченĕсем “Хĕрлĕ Чутай – Вишенер – Дубовка – Пчелка” автомобиль çÿремелли çулсене пурĕ 8, 880 километр тăршшĕ çыхăнтарассипе тимлеççĕ. Икĕ çул хушши тăсăлнă асăннă çул-йĕр ĕçĕ кăçал хĕл лариччен вĕçленмелле. “Кив Атикасси – Штанаш – Вăрманкас” çулĕ çинче те юлашки вак ĕçсем пыраççĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, район администрацийĕ автоçул тăвассине 2008 çулхи плана пурнăçласа пырать.



"Пирěн пурнăç"
27 сентября 2008
00:00
Поделиться