«Çирĕп пирĕн çунатсем» фестивале пĕтĕмлетĕç
Ырă ĕçсен çулталăкĕнче районта сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак ватăсемпе тĕрлĕ сăлтава пула инвалид пулса юлнисене пулăшас, вĕсен пурнăçне кăшт та пулин çăмăллатас, творчествăлла пултарулăха аталантарас тĕллевсемпе ырăллăх мероприятийĕсем сахал мар йĕркелеççĕ.
Кăçал çулталăк пуçламăшĕнчех вĕсене тимлĕх уйăрассипе “Çирĕп пирĕн çунатсем” ятпа фестиваль ирттерме йышăннă. Уявăн пĕрремĕш тапхăрĕ ял тăрăхĕсенче иртнĕ ĕнтĕ. Вырăнта чи пултаруллисене палăртнă. Октябрĕн 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕнче, фестивалĕн пĕтĕмлетÿ концерчĕ пулать. Жюри членĕсем ватăсен пултарулăхне тĕрлĕ номинацире хаклĕç, чи маттуррисене палăртĕç.
"Пирěн пурнăç"