ХĔВЕЛПЕ ТĂРАКАН ТУТĂ ПУЛАКАН
Çĕнĕ кун çитнине систерсе автансем ăмăртмалла тенĕ пек авăтаççĕ. “Ку–ка-ре-ку! Ку-çна у-уç, ирех тăр та тутă пу-ул!” – тенĕ пекех итĕнет-тĕр вĕсен юрри Маринăшăн. Çапла будильник евĕр ир-ирех тутлă ыйхăран вăратаççĕ вĕсем ăна. Кĕçех фермăна çитмеллине, ĕçе пуçăнмаллине систереççĕ тейĕн.
Вун пĕрмĕш çул çапла пуринчен маларах тăрса ĕçе пуçтарăнать республикăри “Чи лайăх ĕне сăвакан” ята тивĕçнĕ Марина Мокрова, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи “Коминтерн” хуçалăх доярки. Ыттисем тутлă тĕлĕк курнă вăхăтра ĕне ферми еннелле васкаса утать.
Тăрăшма сăлтавĕ пур
Вуннă тултарнă-тултарманах çак çула такăрлатма пуçланă Марина. Дояркăра тăрăшакан амăшне çав вăхăтранах пулăшма çÿренĕ, кайран сутуçăна вĕренсен те хăй сисмесĕр тенĕ пекех çак ĕçе кÿлĕннĕ.
– Качча кайсан декрета тухиччен ĕçлес-ха тесе кĕтĕм те пăрахаймарăм çав, – иртнине кулса аса илет Марина. Аня хĕрĕ утма пуçласан та, Саша ывăлне çуратсан та хăйĕн вырăннех таврăннă вăл. Пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕскерне питĕ ир тăма тивни те, фермăри йывăрлăхсем те хăратайман.
– Малтанах чылай ĕçе алă вĕççĕн пурнăçлама тиветчĕ-ха: апатне те хамăрах валеçнĕ, тулли сĕт битонĕсене урапапа туртнă... Халĕ пĕтĕмпех автоматизациленĕ, ан ÿркен çеç, – фермăри çĕнĕлĕхсемпе кăмăллăн паллаштарать Марина Геннадьевна.
Нумай япалана амăшĕнчен вĕренсе пынă çаврăнăçуллă та вăр-вар пике. Сăмах май, 20 çул ытла дояркăра тăрăшнă Людмила Серафимовна Вазикова та хăй вăхăтĕнче республикăри ĕне сăвакансен конкурсĕнче мала тухнă.
Паянхи кун çамрăксем фермăна юлма кăмăл туни, пĕр-пĕринпе туслăн ăмăртса вăй хуни теприншĕн, тен, тĕлĕнмелле пек туйăнĕ. Республикипех паллă “Коминтерн” хуçалăхра хĕрсемпе каччăсене ĕç вырăнĕпе, пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме, сăмахпа мар, пур енлĕ пулăшма тăрăшнине куратăн та хĕпĕртетĕн. Çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ – ял çĕнелет, правлени умĕнчи тĕрлĕ тĕслĕ чечексем, шыв пĕрĕхтерекен фонтан илемĕпе тыткăнлаççĕ... Хăйсемшĕн тăрăшнине туйсан яш-кĕрĕм хăех тăван тăрăхалла туртăннине чухлаççĕ çав кунта.
– Ĕç укçи те пĕчĕкех мар пирĕн, уйăхра 7-8 пин тухать. Ялта ун чухлĕ урăх ниçта та илейместĕн, тăрăшма сăлтавĕ те, кăмăл та пур, – тет Марина Мокрова та.
Хĕрарăм чăтать, каçарать, ачисемшĕн çунать
Çеçке çурнă чечек пекех черчен те ачаш курăнать пулсан та чăтăмлăхĕпе тÿсĕмлĕхĕ те иксĕлми хĕрарăмра. Чылай çемьере ачисене тăрантарассишĕн те унăнах ăшталанма тивет. Качча тухса мăшăрĕн хÿттинче савăнса пурăнма ĕмĕтленнĕ Маринăн шăпи те çавăн евĕрлĕрех килсе тухнă мар-и? Ывăлĕпе хĕрне ыттисенчен кая пăхас марччĕ тени те пĕтĕмпех чăтăмлăн тÿссе ирттерме пулăшнă-тăр ăна. Хуçалăх хăйсене уйрăм çурт (çĕнех пулмасан та) туянса пани те самаях хавхалантарнă.
Чуна парса, юратса, яваплăха туйса тăрăшсан кирек ăçта та палăрма пулать – çакна Марина чунпа туять, темле пулсан та пĕр кÿлĕннĕ “лава” малаллах туртать. Пĕчĕкренех выльăх-чĕрлĕхе юратаканскер вĕсен чĕлхине те туять тейĕн – кашнипех калаçать, кирлех пулсан лăпкаса ачашлать. Кирек мĕнле чĕр чун та этем пек пĕтĕмпех туйнине-сиснине ăнланать. Хирĕç чĕнеймеççĕ пулин те хăйсене юратса пăхнине ырăпах тавăраççĕ вĕсем. Çавăнпах-ши ытти хĕр пĕрчи юрăç, артист пулма ĕмĕтленнĕ чухнех Маринăна ветеринар профессийĕ илĕртнĕ.
– Ĕне çиллине пĕр минутра çуса массаж тума ĕлкĕрмесен вăл тулса каять, адреналин ытлашши тухма пуçланăран сĕтне тартма пултарать, – вăр-вар ĕçленĕ май васкасах ăнлантарать çамрăк та тăрăшуллă хĕрарăм. Çук, зоотехника та, ветеринара та вĕренме каяйман вăл, апла пулсан та хăй пăхакан ĕнесем çинчен пĕтĕмпех пĕлнĕн туйăнать. Ахальтен-им районти дояркăсен хушшинче те виçĕ çул малти вырăна тухма пултарчĕ вăл. Иртнĕ çул республика конкурсĕнче (çамрăксен хушшинче) унпа пĕрле ĕçлекен тантăшĕ Роза Зосимова çĕнтернĕччĕ. Кăçал вара çаврăнăçулăхĕпе, ăсталăхĕпе Маринăна çитекенни пулмарĕ, тест ыйтăвĕсене те вăлах пуринчен туллинрех хуравларĕ. “Чи ăста çамрăк ĕне сăвакан” ята, телевизор çĕнсе илчĕ вăл, Раççей Президенчĕн премине тивĕçрĕ. Çавăнпа ĕне ферми еннелле каякан сукмакпа паян тата çĕкленÿллĕрех туйăмпа, хаваслă кăмăлпа утать.