Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Вырма мĕншĕн тăсăлса кайрĕ

Сентябрĕн 22-мĕшĕнче район администрацийĕн Пĕчĕк залĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсен ертÿçисен канашлăвĕ пулса иртрĕ.

Ăна район пуçлăхĕ Александр Криков йĕркелесе ертсе пычĕ. Унта вырма тата кĕр аки ĕçĕсене вĕçлес ыйтăва пăхса тухса сÿтсе яврĕç. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ Александр Самылкин пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун тĕлне район уйĕсенче хăмăлта ларакан тырă 1 пин гектар. Акă, вырмалли лаптăк “Коминтернра” 200 гектар, “Авангардра” – 138, “Победăра” – 70, “Аккозинскийĕнче” – 35, “Асаматра” 800 гектара яхăн. Халăх пурлăхĕ юр айне пулас хăрушлăх пур. Юлса пыракан хуçалăхсен ертÿçисем мĕн шутлаççĕ;

– Пирĕн вырмалли тырă 400 гектар ытларах, – терĕ “Асамат” общество директорĕ Геннадий Ишмейкин. – Халĕ уй-хирте 5 комбайн ĕçлет. Лайăх çанталăкра ахаль ларман.

– Туканашри “Дар-Бройлер” чăх-чĕп фабрикин комбайнĕ пулăшма пырсан мĕншĕн йышăнмарăр; – пулчĕ ыйту.

– Вырнă тырă йĕтем çинче питĕ нумайланса каять. Ăна тасатса кĕлете кĕртме техника çителĕксĕр.

“Авангард” хуçалăхра тĕшĕлемен тырă 90 гектарпа танлашать иккен. Хуçалăх ертÿçи Лидия Охтеркина каланă тăрăх, ăна пухса кĕртме 2-3 кун кирлĕ. Агрегатсем ирех ĕçе пуçăнаççĕ, каçхине тăхăр сехетре çеç таврăнаççĕ, “Победа” ЯХПК-ра вырмалли 70 гектар юлнă. Икĕ комбайн ĕçлет. “Аккозинский” хуçалăха тыр-пул пухса кĕртме 3-4 кун кирлĕ. Халĕ “Нива” йышши икĕ комбайнпа усă кураççĕ. “Свобода” колхозра вунă гектар çинче “Енисей” комбайн ĕçлет.

– Вырмалли тырă пирĕн 80 гектар, – терĕ “Путь Ильича” ТЯО ертÿçи Галина Алмакаева. – Комбайнсем паян хире тухаççĕ. Пĕрчĕсем чĕрĕ мар пулсан ăна тÿрремĕнех пухса илетпĕр. Нÿрлĕх пысăкки палăрсан ăна çулса выльăхсем валли апат хатĕрлетпĕр.

Хуçалăхсене ертсе пыракансен хуравĕсене пĕлетĕн те тĕлĕнетĕн. Вĕсем малашне те хĕвеллĕ те уяр çанталăк тăрасса шанаççĕ иккен. Паянхи кун лăпкăлăх сиенлĕ! Тыр-пул пухса кĕртессине сентябрĕн 27-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Вырмана техникăна, çынсене хутшăнтармалла, юлнă вăхăтпа туллин усă курмалла. Халăха ĕçшĕн тÿлесси çине лайăхрах çаврăнса пăхмалла. Чи кирли – пушаннă агрегатсемпе юлса пыракансене пулăшмалла.

А.Самылкин каланă тăрăх, кăçал 5089 гектар кĕрхи культурăсем акса хăвармалла. Ку таранччен 2915 гектар йышăнакан лаптăка вăрлăх варăнтарнă. Ку вăл планăн 57 проценчĕ. Кĕр тыррисем акма 4221 гектар çĕр хатĕрленĕ. Çав шутран 2909 гектарĕ темиçе çул усă курман çĕрсем. Чăннипе, унта темиçе çул хушши хыт-хура çеç ашкăрса ларнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, çакăн пек лаптăксене пусăçаврăнăшне кĕртесси – паян умра тăракан чи çивĕч задача. Ку енĕпе кăçалхи çу кунĕсенче “Дар-Бройлер” чăх-чĕп фабрики ăнăçлă ĕçленĕ. Коллектив Пантьăк ял тăрăхĕн çĕрĕсем çине 900 гектар ытла кĕрхи культурăсем акнă. Ку ĕç малалла пырать.

Анчах ку тĕлĕшпе ĕç пур çĕрте те йĕркеллĕ пулса пыманни пăшăрхантарать. Хăш-пĕр хуçалăх ертÿçисем хатĕр лаптăксенех акма васкамаççĕ. Кун пеккисем тĕрлĕ сăлтав тупса турткаланса тăраççĕ. Усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртме патшалăх укçа-тенкĕ уйăрать. Палăртнă чухлĕ акса хăвармасан çав укçана хуçалăхсене памаççĕ.

Канашлура район администрацийĕн ял хуçалăх начальникĕ районта кĕр аки мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Акă, “Путь Ильича” 182 гектар, “Коминтерн” – 530, “Авангард” – 50, “Победа” – 115, “Аккозинский” – 110, “Свобода” – 150, “Нива” – 425, В.Никитин фермер хуçалăхĕ – 208, “Мочковашский” фермер хуçалăхĕ – 12, “Асамат” – 60, “Дар-Бройлер” 900 гектар тырă акнă.

Пысăк хуçалăхсем, “Путь Ильича” тата “Асамат”, кăçал кĕр тыррисем акмалли плана тултарас тĕлĕшпе мĕнле ĕçлеççĕ; Çак ыйтăва хуравлама малтанах Г.Ишмейкин пикенчĕ. Вăл ăнлантарнă тăрăх, агрегатсем паян та ĕçлеççĕ. Акана хăвăртлатма çумăрсем чăрмав кÿчĕç. Трактор лакса ларнă тĕслĕхсем те пулчĕç. Миçе гектар акса хăварассине, паллах, татса калаймастăн.

Г.Алмакаева пĕлтернĕ тăрăх, “Путь Ильича” ТЯО-ра кĕрхи культурăсене 250 гектар акнă. Кăçал 1000 гектар çине вăрлăх варăнтарса хăвармалла. Топливо кÿрсе килнĕ. Халĕ ака агрегачĕ Шулю уйĕнче ĕçлет. Тепĕр 400 гектар хăйсен вăйĕпех акма май пур.

Район пуçлăхĕ А.Криков хатĕр лаптăксене пушă хăварсан çитес çул çĕрсене хуçалăхсенчен туртса илесси çинчен каларĕ. Шанчăксăр инвесторсем района кирлĕ мар. Тĕслĕхрен, “Асаматра” кăçал выльăх хисепне иртнĕ çулхисенчен чакарнă. Хальхи вăхăтра кашни ĕне куллен 4, 9 килограмм сĕт антарать. Çак продукци туса илесси 180 тонна сахалланнă. Выльăх апачĕн пахалăхĕ япăх.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин ятарлă комиссийĕ килсе усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртес ĕç мĕнле пынине тĕрĕслет. Çак ĕçе йĕркелесе ирттерме вырăнти бюджетран пĕр миллион тенкĕ, республика бюджетĕнчен 800 пин тенкĕне яхăн уйăраççĕ. Укçа-тенкĕне кĕрĕк аркине йăваласа ларнăшăн памаççĕ. Ĕçе хăй еккипе яма юрамасть. Вырмана тата кĕр акине сентябрĕн 27-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле – çапла йышăнчĕ канашлу.



"Пирěн пурнăç"
24 сентября 2008
00:00
Поделиться