Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Арăмне те хĕрхенмен

Юлашки вăхăтра чунсăрланса пыратпăр пулмалла. Хамăра çывăх çынна та ним вырăнне хумастпăр. Хăш чухне ача – ача та мар, арăм – арăм та мар, тăван – тăван та мар...Пĕр–пĕрне хĕрхенмесĕр киревсĕр сăмахсем калатпăр, пĕр шелсĕр çапатпăр, хĕнетпĕр. Çавăн пекех çĕçĕпе чиксе вĕлерме те именместпĕр. Кун пек тĕслĕх районта вара тăтăшах пулать. Сентябрĕн 16-мĕшĕнче эрех тутаннă хыççăн Питĕркасси арçынни арăмне пĕр шелсĕр хĕненĕ хыççăн вилмеллех çĕçĕпе чиксе хăй паттăрне кăтартас тесе шутланă пулĕ. Çук, хĕрарăм çине алă çĕклесе нихçан та паттăр пулаймăн. Хисепе çухататăн, пурнăçа пĕтеретĕн!



"Пирěн пурнăç"
24 сентября 2008
00:00
Поделиться