Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ĕçлĕ лару-тăрура, усăллă иртрĕ

Сентябрĕн 17-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.

Унăн тĕп темисем: вырма ĕçĕсем тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн çĕрсемпе усă курасси мĕнле пыни çинчен; вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хушма суйлавне хатĕрленмелли тапхăр; çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхшăн тата çул çинче ачасемпе инкек пулассине асăрхаттарас тĕлĕшпе ĕç тăвакан тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем умĕнче тăракан задачăсем; пенси ыйтăвĕсем тата халăх хушшине хаçат-журнал сарасси.

Информаци кунне хутшăнма Шупашкартан ятарлă ушкăн килсе çитнĕ: экономика аталанăвĕн министерствин сектор заведующийĕ Имма Иванова, «Чувашэнерго» уçă акционерла общество директорĕн çумĕ Станислав Никитин, кунти тĕп специалист-эксперт Ирина Курочкина, физкультура, спорт тата туризм министрĕн çумĕ Алексей Яковлев, чĕр чунсен тĕнчине сыхлас, тĕрĕслесе тăрас енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Александр Скобелкин.

Район пуçлăхĕ Александр Криков С.Никитинпа пĕрле районти электричество сечĕсен коллективĕпе тĕл пулнă. Вĕсем унта ял хуçалăх ĕçĕсем мĕнле пынине пĕлтернипе пĕрлех энергетиксене ĕçре кирлĕ çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă, ыйтусене хуравланă.

Пĕрлехи информаци кунне 9 ушкăн хутшăннă. Вĕсем ял тăрăхĕсенче пулса çÿлерех асăннă темăсене хускатнă, çынсене республика, район пурнăçĕ çинчен каласа панă.

Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ Александр Самылкин ертсе пыракан ушкăн, Чăваш Республикин чĕр чунсен тĕнчине сыхлас, тĕрĕслесе тăрас енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Александр Скобелкин тата социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Вера Ярабаева хутшăннипе, «Авангард» хуçалăх ĕçченĕсемпе, Мишеркассипе Утаркасси ялĕнче пурăнакан пенсионерсемпе курса калаçрĕ. Тĕл пулăва Пантьăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Трифонов уçрĕ.

– Халăхпа куçа-куçăн сăмахланин усси пысăк, – терĕ А. Скобелкин. – Çынсем панă ыйтусем тĕрлĕрен: пĕрне – вырăнти, теприне – районти, виççĕмĕшне республикăри влаç органĕсем татса пама пулăшĕç. Çакăнта вăл тĕл пулусен усси.

Александр Викторович малалла пухăннисене республикăра вырма ĕçĕсем тата темиçе çул усă курмасăр выртнă çĕр лаптăкĕсене çаврăнăша кĕртесси мĕнле пынипе паллаштарчĕ. ЧР Президенчĕ Николай Федоров пуçарнипе хуçисем юхăнтарса янă 75 пин гектар ял хуçалăх çĕрĕсене çаврăнăша кĕртес ыйтăва татса памалла. Малтанхи кăтартусем япăх мар. Нумай районта кăçал лаптăксене кăпкалатса хатĕрленĕ, кĕр тыррисем акса хăварнă. Çакă ÿсен-тăран продукцине ÿстерме, экономикăна тĕреклетме май парĕ.

Кăçалхи вырма йывăррăн иртет. Чылай çĕрте пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртес ĕç тăсăлса кайрĕ. Çапах Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски, Вăрнар тата ытти хăш-пĕр районсенче пысăк тухăçлă тыр-пул пуçтарса илчĕç. Халĕ çав пурлăха лайăх упрас тĕлĕшпе ĕçлемелле. Ял çынни çулталăк хушши ырми-канми тăрăшнин уссине курасчĕ.

А.Самылкин районта уй-хир ĕçĕсем мĕнле пыни çинче чарăнса тăчĕ. Акă, кăçал юлашки çулсенче усă курман 2909 гектар çĕре çаврăнăша кĕртеççĕ. Кĕр тыррисем акма 4221 гектар хатĕрленĕ. Малтан çум курăк ашкăрса ÿснĕ лаптăксене çу каçипе темиçе хут кăпкалатса тухнă. Пантьăк ял тăрăхĕн çĕрĕсене пурĕ 1424 гектар Туканашри «Дар-Бройлер» чăх-чĕп фабрики сухаланă. Паянхи кун тĕлне 930 гектар ытла кĕрхи культурăсем акнă. Çанталăк уяртсанах сеялкăллă агрегатсене уй-хире кăларма васкамалла. Кĕр тыррисем çулленех вăйлă тухăç параççĕ. Çакна шута илсе вĕсен лаптăкне ÿстерсе пыма тăрăшмалла.

Уйрăм хуçалăхсем ĕç çинче аван ĕçленине палăртса хăвармалла. Тĕслĕхрен, «Нива» ял хуçалăх кооперативĕ районта чи малтан тыр-пул пухса кĕртес ĕçе вĕçлерĕ. Кĕр акине те агротехникăлла лайăх срокра, пахалăхпа ирттерчĕ. «Асаматпа» «Коминтернсăр» пуçне ытти хуçалăхсенче вырмалли нумай мар. Малтан шутласа пăхнă тăрăх, кăçал гектар тухăçĕ иртнĕ çулхинчен ытларах пуласса кĕтетпĕр. Ăçта ĕçе лайăх йĕркеленĕ, çынсене укçа-тенкĕпе тата пурлăхпа аван тивĕçтереççĕ – унта ÿсĕм тăваççĕ.

Милицин участокри инспекторĕ Игорь Серин наркомансене тата сăмакун туса сутакансене хирĕç кĕрешес ĕçе вăйлатасси çинчен каларĕ.

– Пирĕн тăрăхра наркомансене шута илмен-ха, – терĕ вăл. – Анчах та кÿршĕри Етĕрне тата Çĕмĕрле районĕсенчи хăш-пĕр çамрăксем анкартисем тăрăх мăкăнь шыраса çÿренĕ тĕслĕхсем пулма пултараççĕ. Шанчăксăр çынсене курсанах шалти ĕçсен пайне пĕлтермелле. Халĕ сăмакун юхтарма чармаççĕ. Анчах ăна сутма юрамасть. Урамра йытăсем чупса çÿренине курма пулать. Ăна кăкарса тытмалла. Нумай çĕрте тирпей-илемшĕн тăрăшни çук. Хăш-пĕрисем çурт-йĕр çывăхне улăм, утă тĕркемĕсене купаласа хураççĕ. Ку пушар-мĕн тухасран хăрушă. Тĕпрен илсен, саккуна пăхăнман çынсене тăтăшах ÿкĕтлесшĕн мар эпир: малашне кун пеккисене штраф кĕтет.

Социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Вера Ярабаева пухăннисене районти халăха социаллă пулăшу парас ыйтăва ăнлантарчĕ. Хальхи вăхăтра 1400 çын ача укçи илсе тăрать. Вĕсене çулталăк пуçланнăранпа 14 миллион тенкĕ тÿленĕ. Субсидие 620 çемье тивĕçнĕ. Унăн вăтам виçи 2 пин тенкĕ ытларах. Çĕнĕ çултан газпа, электроэнергипе усă курнăшăн çăмăллăхсене пĕтереççĕ, укçан тÿлес йĕрке пулать. Ватă çынсене санаторисене кайса сывлăха çирĕплетме тÿлевсĕр путевкăсем уйăрса параççĕ. Кăçал сакăр çын канса килнĕ.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Трифонов урамсене тирпей-илем кĕртесси, асфальт сарса хытарасси, масарсене йĕркене кĕртесси, халăха таса шывпа тивĕçтересси çинчен каларĕ.

Информаци кунне хутшăннисем юлашкинчен çынсем панă ыйтусене хуравларĕç. Акă, Мишеркассинче мĕншĕн чиркÿ тума тытăнмаççĕ; Николай Иванович каланă тăрăх, ку ыйтупа Шупашкарта пулнă. Унта хальлĕхе чиркÿ лартма май килмест. Часавай е кĕлĕ çурчĕ тума юрать. Çакна та шута илмелле. Пантьăкра чиркÿ ĕçлет, анчах пачăшкă çук. Тепĕр ыйту: çынсем радио йĕркеллĕ итлеймеççĕ, Хĕрлĕ Чутай калаçмасть. А.Самылкин пĕлтернĕ тăрăх, радиопередатчик гаранти срокĕ тухичченех çĕмĕрĕлсе кайнă. Ăна юсама Санкт-Петербурга ярса панă.

13 сехетре райадминистрацин ларусем ирттермелли Пĕчĕк залĕнче Информаци кунне пĕтĕмлетнĕ, тĕл пулусем вăхăтĕнче халăх панă ыйтусене пăхса тухнă.

Тĕпрен илсен, тĕл пулу ĕçлĕ лару-тăрура, усăллă иртрĕ.



"Пирěн пурнăç"
24 сентября 2008
00:00
Поделиться