Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

100 çул – пĕр ĕмĕр

Пĕр ĕмĕр пурăнма çăмăл-ши? Çак ыйту çине ăна пурăнса ирттернисем çеç хуравлама пултараççĕ.

Акă, сентябрĕн 20-мĕшĕнче Атнар ялĕнче пурăнакан Вера Артемьевна Кузьмина 100 çулхи юбилейне паллă тунă. Хăй пурнăçĕнче вăл тем те тÿссе ирттернĕ: выçлăхне те курнă, вăрçă асапне те чăтнă. Мăшăрĕ вăрçăра тăшмансене хирĕç паттăррăн çапăçса хыпарсăр çухалнă. Вера Артемьевна пĕчченех 6 ачине ура çине тăратнă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çемье паянхи кун та туслă килĕштерсе пурăнать. Ачисем пурте сывах. Юбилей ячĕпе ачисем амăшне çуратса ÿстернĕшĕн, çын пулма вĕрентнĕшĕн чĕререн тав тăваççĕ. Аслă хĕрĕ кăçал 80 çулхи юбилейне паллă тунă. 100 çулхи кинемей паян 8 мăнукĕпе мăнукĕсен 14 ачине курса савăнать.



"Пирěн пурнăç"
24 сентября 2008
00:00
Поделиться